Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ачасемпе тĕл пулнă

25 марта 2015 г.

Нумаях пулмасть "Полици тата ачасем" акци вăхăтĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕн аслă инспекторĕ Р.Жукова, И.Алексеева следователь, район администрацийĕн çул çитмен çамрăксен прависене хỹтĕлекен сектор заведующийĕ Л.Пушкина Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 8, 9-мĕш класĕсенче вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Тĕл пулăва çул çитмен çамрăксем тĕлĕшпе асăрхав ĕçне йĕркелес, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, наркотиксен сиенĕ, ăна сутнăшăн административлă тата уголовлă явап тыттарма пултарни çинчен тĕплĕнрех ăнлантарас тĕллевпе ирттернĕ.

Кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, çамрăксем хушшинче преступлени тăвасси, уйрăмах çĕрлехи вăхăтра, ỹсни палăрать. Çавăн пекех республикăра наркотикпа усă курнă çул çитмен çамрăксене учета илни те сисчĕвлентерет. 2012 çулта 2 çамрăк çеç учетра пулнă пулсассăн, 2013 çулта - 20, 2014 çулта вĕсен йышĕ 51 çынна çитнĕ. Уголовлă майпа айăпланисем те пур. Апла пулсассăн саккуна пăхăнса пурăнмалла, йĕркене пăсмалла мар.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика