21 марта 2015 г.
Ачасене мĕн пĕчĕкренех кĕнекепе туслаштармалла. Хăйсем вулама пĕлмеççĕ пулсассăн, тĕрлĕ произведенисем, юмахсем вуласа памалла, кĕнекене алла илме вĕрентмелле.
Нумаях пулмасть шăпăрлансене кĕнекесемпе паллаштарас тĕллевпе "Колосок" ача садне çитрĕмĕр. "Литературăллă Чăваш Ен" конкурса хутшăнса "Ачасем валли 1800 çеккунтра чи лайăххине вулатпăр" акци йĕркелерĕмĕр. Ю.Сементерпе А.Дмитриевăн "Сехетсен çĕршывĕнче" ("В стране часов") кĕнекипе паллаштартăмăр, унта кĕртнĕ хайлавсене вуларăмăр. "Хĕвел" ушкăна çỹрекенсем (воспитателĕ Л.Садртдинова) Ирина Крылова вуланă сăвăсене шавламасăр, тăнласах итлесе ларчĕç. Сехетсен çĕршывнех çитсех курчĕç пĕчĕкскерсем. Мĕнле сехетсем пулаççĕ, Чăваш Енри тĕп сехет ăçта вырнаçнă, мĕне пĕлтерет вăл? Тата ытти нумай ыйту çине те хурав тупрĕç вĕсем.
Е.ПРОКОПЬЕВА,
ача-пăча библиотекарĕ
Источник: "Каçал Ен"