Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Физкультура институчĕн ректорĕ

16 февраля 2013 г.

«Каçал ен» хаçат хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ, халĕ тĕрлĕ вырăнсенче ĕçлесе пурăнакан ентешĕмĕрсемпе вулакансене тăтăшах паллаштарма тăрăшать. Паянхи номерте çак статьяра вĕсенчен пĕрин пурнăç çулĕпе кĕскен те пулин утса тухасшăн.

...Танксен взвочĕн командирĕ, СССР спорт мастерĕ, педагогика наукисен кандидачĕ, профессор, 37 çултах полковник... Вăл — Кĕçĕн Каçал ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Николай Васильевич Краснов.

Кĕçĕн Каçал тăрăхĕ ĕлĕкренех Краснов хушаматпа пуян пулнă. Красновсен ратнинчи çемьесем хăйсен йышĕпе те палăрса тăнă. Акă, Елизавета Александровнăпа Василий Григорьевич Красновсем пилĕк ачана (виçĕ ывăл та икĕ хĕр) кун çути кăтартса, тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Çемье пуçлăхĕ ял хуçалăхне аталантарас ĕçре вăй хунă, нумай çул Ленин ячĕллĕ колхоза ертсе пынă, мăшăрĕ Лиза халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçре тăрăшнă.

Красновсен аслă ывăлĕ Николай 1948 çулта çуралнă. Шкул çулне çитичченех ăна ял çумĕнчи вăрманта йĕлтĕр йĕрĕ илĕртнĕ, коньки сырса Кĕтне пăрĕ çинче те юлташĕсемпе кун кунланă. Ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан Комсомольски вăтам шкулне çÿреме пуçланă, 1966 çулта алла аттестат илнĕ. Çак шкулта П.Г.Матросов физкультура урокĕсене йĕркелесе пынă. Ентешĕмĕр халĕ Мускавра пурăнать, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе сакăр хутчен республика чемпионĕ пулнă. Вăл пуçарнипе тата çине тăрса тăрăшнипе Комсомольски шкулĕнче районта пуçласа классика мелĕпе тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен спорт секцийĕ уçăлать. Секцие çÿрекенсем район чысне республикăра хÿтĕлесе пысăк пултарулăх кăтартнă. Çав вăхăтсене спорт ветеранĕсем халĕ те ырăпа çеç асăнаççĕ.

Ачаран патвар çитĕнекен çамрăк та, Кĕçĕн Каçалтан çак шкула çÿрекен Николай Краснов, тăватă çул асăннă спорт секцине пысăк хавхаланупа çÿрет, кавир çинчи ăсталăхне туптать. Шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнăскер пĕр тăхтаса тăмасăр Хусанти танк аслă училищине çул тытать. Çамрăкăн çар пурнăçĕ пуçланать. Курсант кунта та пушă вăхăтне кавир çинче ирттерет, классика мелĕпе кĕрешессинчи ăсталăхне ÿстерсех пырать. Училищĕн пĕрлештернĕ командинче пысăк ăмăртусенче курăмлă çитĕнÿсем туса спортăн 1-мĕш разрядне тивĕçет. Каярахпа ирĕклĕ майпа кĕрешессипе çине тăрса ĕçлет. Атăлçи çар округĕнче ирттерекен ăмăртусенче Николай çар округĕн чемпионĕ пулса тăрать, спорт мастерĕн кандидачĕ ятне тивĕçет.

1969 çулта Кĕçĕн Каçал каччи Хусанти çар училищипе сыв пуллашать. Çамрăк лейтенанта, унăн пысăк пултарулăхне шута илсе, çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама Совет çарĕсен Германире тăракан ушкăнне яраççĕ. Кунта вăл 1973 çулччен танксен взвочĕн командирĕ пулать. Пирĕн çарсен Германири пĕрлештернĕ командинче тĕрлĕ чемпионатсене хутшăнать, чăваш ятне çÿлте тытать.

1973 çулта Николай Васильевич Ленинградри çар служби валли специалистсем хатĕрлекен физкультура институтне вĕренме кĕрет. 1977 çулта алла хĕрлĕ диплом илет, института ылтăн медальпе пĕтерет. 1982 çулччен Костромари химиксем хатĕрлекен çар училищинче аслă преподавательте тăрăшать. Пĕр вăхăт хăй вĕренсе тухнă Ленинградри физкультура училищинче ĕçлет, унтан, 1987 çулччен, Мускаври Дзержинский ячĕллĕ Çар академийĕн аслă преподавателĕнче вăй хурать. 13 çула яхăн çак академирех кафедра начальникĕн тивĕçне тÿррĕн пурнăçласа пырать. 1999 çултанпа Николай Васильевич — запасри полковник. Халĕ вăл Мускаври физкультурăпа спорт институчĕн ректорĕ, физкультурăпа спорт ĕçĕн советникĕ. Ентешĕмĕрĕн пархатарлă ĕçне патшалăх Хисеп Палли орденпа тата вунă медальпе хакланă. Спортри çитĕнĕвĕсемпе вăл «СССР спорт мастерĕ» хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ. СССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Аслă аттестаци комиссийĕн 1987 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Николай Васильевича педагогика наукисен кандидачĕ ята панă, 1996 çултанпа — профессор.

Кăçалхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче Н.Краснов 65 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çав ятпа ăна малашне те ĕçре пысăк хастарлăхпа кăна палăрса тăма çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунса район чысне яланах çÿлте тытасса шанас килет.

Красновăн мăшăрĕ Клара Михайловна — юрист, вĕсем пĕр ывăл пăхса ÿстернĕ, çар прокурорĕнче тăрăшать.

Николай Васильевичăн йăмăкĕ Тамара пирки те каламасăр хăварма çук. 1950 çулта çуралнă пултаруллă хĕрача. Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ. Пиччĕшĕ пекех, спортра пысăк çитĕнÿсем тунă. Йĕлтĕрпе чупса 1973 çултах (ун чухне 23-ре кăна пулнă) «СССР спорт мастерĕ» ята çĕнсе илнĕ. Полиатлон енĕпе те вăл çак хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Тамара Васильевна хĕллехи полиатлон ăмăртăвĕсенчен пĕр хутчен кăна мар Совет Союзĕн чемпионки, Раççей чемпионки ятсемпе таврăннă. 1993—1996 çулсенче вара тĕнче чемпионки те пулнă. Унăн çемье архивĕнче паян спортри çитĕнÿсемшĕн панă 250 ытла медаль упранать.

Красновсен пилĕк ачи те аслă пĕлÿ илнĕ. Алевтина Чăваш Патшалăх университечĕн дипломне илнĕ, Владимир Владивостокра пароходствăра тăрăшать, ют çĕр-шывсене çÿрет. Питĕ шел, Красновсен кĕçĕн ывăлĕ Геннадий çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика