Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Афганистан - тÿрленмен суран

16 февраля 2013 г.

Нарăсăн 15-мĕшĕнче пирĕн салтаксем Афган çĕрĕ çинчен тухни 24 çул çитет. Комсомольски районĕнчен Афганистана интернационалла тивĕçе пурнăçлама 225 салтак тухса кайнă. Вĕсенчен 36-шĕ тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. И.Гаврилов, В.Крылов, В.Тумаков, Ф.Тазетдинов, С.Шмелев вара çак вăрçăра ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче çак куна палăртса 11-мĕш «а» тата 11-мĕш «б» классен вĕренекенĕсем Афган вăрçин ветеранĕсемпе тĕл пулчĕç. Чи малтанах Афган вăрçи çинчен Л.Чаркина хатĕрленĕ мультимедийлă презентаципе паллашрĕç. В.Н.Гаврилов, И.П. Сизов, И.В.Мамуткин, Р.М.Шайдуллов ачасене салтак пурнăçĕ çинчен аса илсе каласа пачĕç, иртнĕ пурнăçа паянхи кунпа танлаштарчĕç, хăйсем нимĕнле йывăрлăхра та пуç усманнине палăртрĕç. Шкул пĕтерекенсене сывлăха упрамаллине, çĕр-шыва сыхлама шкул саккинченех хатĕрленмеллине, ăс-тăн енчен çирĕп пулмаллине хытарсах асăрхаттарчĕç, чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕхе ачаран хăнăхса пыма, тавçăрулăхпа пултарулăха аталантарма сунса хăварчĕç, вĕренÿре малта пыма ырлăх-сывлăх сунчĕç. Вăрçăра çухатнă юлташĕсене аса илсе шăплăх саманчĕ те ирттерчĕç.

Паянхи çамрăксене чылай ыйту хумхантарчĕ: хальхи вăхăтра паттăрсене патшалăх енчен пулăшу пуррипе çукки, йывăр вăхăтра çĕнтерме кам е мĕн пулăшни, хальхи салтаксен пурнăçĕ тата ытти те. Ветерансем кашни ыйту çинех тĕплĕ хурав пама тăрăшрĕç, тĕслĕхсемпе çирĕплетсе ĕнентерчĕç.

Юлашкинчен ветерансем хăйсен вăрçăри пурнăçне аса илсе юрăсем шăрантарчĕç. Юрă сăмахĕсем ачасене чĕререн тыткăнласа пăлхантарчĕç.

Вĕренекенсем аслă юлташĕсене тав туса асăнмалăх парне пачĕç. Ĕнерхи салтаксене малашне те çирĕп чун-чĕреллĕ пулма ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика