Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Олимпиадăра палăрнă

16 февраля 2013 г.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем чăваш чĕлхине юратса вĕренеççĕ. Тĕрлĕрен олимпиадăсенче, конкурссенче, викторинăсенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă, нумаях пулмасть республика шайĕнче «Радиус» олимпиада иртрĕ. Унта пирĕн шкулта вĕренекенсем тĕрлĕ предметпа хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Уйрăмах вĕренекенсем чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхине вăйлăрах пĕлни палăрчĕ. 9-мĕш «а» класра вĕренекен Валера Васильев чăваш чĕлхине лайăх пĕлет: 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, 6-мĕш класра вĕренекен Валерия Яковлева 3-мĕш вырăна тухрĕ.

Вырăс чĕлхипе 8-мĕш «б» класра вĕренекен Александр Соловьев пуринчен те лайăхрах пулчĕ. Камила Камалетдинова та 3-мĕш вырăн йышăнса хăй вырăс чĕлхине юратса вĕреннине кăтартрĕ.

Пуçламăш классенче вĕренекенсем те аслисенчен юлмарĕç. Михаил Гусев (4-мĕш класс) 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Вĕренекенсене олимпиадăсене А.В.Прокопьева, З.Г.Чернова, И.А.Соловьева тата Л.Г.Галкина учительсем хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика