25 февраля 2015 г.
Февралĕн 13-мĕшĕнче Сергей Викторович Зайцев 80 çул тултарчĕ. Вăл Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ỹснĕ, çавăнтах пурăнать. Вăтăр çул ытла Кивĕ Сĕнтĕр шкулĕнче физкультура учителĕнче ĕçленĕ. Çамрăклах шашка вăййине кăмăлланă, ачасене те çак вăййа явăçтарнă. Район тата республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса пысăк ỹсĕмсем тунă.
Иртнĕ эрнекун ветерана чыслама спорта юратакансем "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне пуçтарăнчĕç. Чăн малтанах район администрацийĕн спортпа çамрăксен политикин секторĕн заведующийĕ Ю.В. Боровков юбиляра Чăваш Республикин шашка федерацийĕн Тав хучĕпе тата юбилей медалĕпе наградăларĕ. Шашка вăййин ветеранĕсем С.В. Зайцева юбилей ячĕпе саламласа парнесем пачĕç.
Районти куç курманнисен обществин секретарĕ В.В. Константинова Сергей Викторовича общество ĕçне хастар хутшăннăшăн Хисеп грамоти тата парне парса чыс турĕ. Юбиляр йĕркеленĕ шашка ăмăртăвĕнче çамрăксем те, ветерансем те палăрчĕç. Ăмăртăва пĕтĕмлетсе Н.Индюков çĕнтерỹçĕ пулнине çирĕплетрĕç, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Н.Петров тата Н.Максимов йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсене юбиляр парнесемпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.
Источник: "Каçал Ен"