25 февраля 2015 г.
Иртнĕ вырсарникун Дубовка, Васильевка, Çĕнĕ Каçал ялĕсенче пурăнакансем пĕрле пуçтарăнса хаваслă вăйă-кулăпа лашасемпе катаччи чупрĕç. Таврара шап-шурă юр выртать пулсан та çăварни эрнине уявласа сивĕ хĕле ăсатса ячĕç.
Çак кун Дубовка культура çурчĕ умĕнче кăнтăрла тĕлнелле ял çыннисене йыхравласа савăнăçлă юрă-кĕвĕ шăранчĕ. Ватти-çамрăкки те, ача-пăча та, яла килнĕ хăнасем те килте чăтса тăраймарĕç. Катаччи чупмалли лашисем те тăпăртатса кăна тăчĕç.
Т.В. Волкова библиотекарьпе культура çурчĕн директорĕ Ю.Г. Федорова вĕренекенсем пулăшнипе Çăварни йăли-йĕрки пирки каласа пачĕç, уява хавхалануллă кăмăл-туйăм кỹчĕç.
Уява пуçтарăннисем пушă алăпа килмен: Е.Лаврушкина, Л.Гордеева, Н.Царева, С.Албутова, Л.Петрова çăварни икерчипе, кукăль-пỹремечпе çитрĕç. Уяв сĕтелĕ çинче техĕмлĕ чейлĕ сăмавар пăс кăларать, унпа юнашар пылĕ те, варенийĕ те ларать. Уява килнисем ĕçме-çимепе хапăлласах хăналанчĕç. Ку çеç-и? Хамăр тăрăхри ал ĕç ăстисем хăйсен ĕçĕсене курава тăратнă. Пĕринчен тепри ăста иккен вĕсем.
К.Павловăпа К.Хромова, Ю.Федоровăпа Т.Волкова халăха юрă-кĕвĕпе савăк кăмăл парнеленĕ вăхăтра михĕпе (автанла) çапăçрĕç, вĕрен туртса, кире пуканĕ çĕклесе тупăшрĕç. Кунта уйрăм çĕнтерỹçĕсем çинчен калани вырăнлах-ши? Шỹт-кулăпа пĕрле туслăх, çураçулăх çĕнтернĕ тесен тĕрĕсрех пуль.
Акă, уяв ушкăнĕ алла-аллăн тытăнса карталанса тăчĕ, юрă çеммипе çунакан хĕл катемпийĕ тавра çаврăнса, ăшă, çутă çанталăка чĕртсе вăй-хăват паракан Çуркуннене халалласа юрăсем янратрĕ. Çав вăхăтрах тĕрлĕ эрешсемпе, тĕрĕсемпе илемлетнĕ урхамахсем ватти-вĕттине катаччи чупма йыхăрчĕç. В.Ефимов, Г.Митюков, И.Тимофеев, В.Павлов, П.Лаврушкин тытса пыракан утсем ярăнас кăмăллисене çунасем çине лартса шур юр çийĕн çил пек вĕçрĕç. Шăнкăравсен янравĕ, юрлакансен янкăс сасси чылайччен лăпланмарĕ таврара.
Уяв ирттересси укçа-тенкĕсĕр пулмасть. Мероприятие йĕркелекенсем К.Калашников, Ю.Сергеев ентешсене спонсорла пулăшу панăшăн тав тăваççĕ.
Ял çыннисемпе калаçса ыйтса пĕлтĕм те, "Юлашки вăхăтра кун пек хăпартлану кỹрекен уяв пулманччĕ", - терĕç вĕсем, культура ĕçченĕсене тав сăмахĕ каларĕç.
Чăвашсем ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ çав. Манăн " Малашне те çапла пултăрччĕ", тесе çеç калас килет.
Источник: "Каçал Ен"