18 февраля 2015 г.
Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче Литература тата К.В. Иванов çулталăкне халалласа "Чăваш чĕлхипе литературине çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕсемпе килĕшỹллĕн вĕрентесси" темăпа регионсен шайĕнчи семинар иртрĕ. Унта Комсомольски, Елчĕк районĕсенчи тата Тутар Республикинчи Апастово районĕнчи Азбаба вăтам шкулĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, Чăваш Республикин вĕренỹ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ю.М. Виноградов, "Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ" общество организацийĕн секци председателĕ, Чăваш наци конгресĕн вĕренỹпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Г.Л. Никифоров хутшăнчĕç.
Хăнасене çăкăр-тăварпа, чăваш ташшипе кĕтсе илчĕç. Канашлăва хутшăнакансене Г.Е. Длинов директор саламларĕ, шкул çитĕнĕвсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн методисчĕ С.П. Атласкина салам сăмахĕнче тăван чĕлхене вĕрентекенсене ĕçре çитĕнỹсемпе ăнăçу сунчĕ.
Ачасемпе вĕрентекенсен пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн вĕрентекенсем наци чĕлхине çĕнĕлле вĕрентес ыйтусене çỹтсе яврĕç. Г.Л. Никифоров тăван чĕлхене аталантарас енĕпе тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Ю.М. Виноградов вĕренỹ программисемпе паллаштарчĕ, тăван чĕлхене вĕрентес ĕçри çивĕч ыйтусене хускатрĕ. Семинарта пĕлмелли, паллашмалли, сỹтсе явмалли нумай пулчĕ.
Источник: "Каçал Ен"