Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вăрçă çулĕсем пурнăçне хуçайман

14 февраля 2015 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă, çапăçу хирĕнче таса тỹпеллĕ мирлĕ пурнăç пирки сахал мар ĕмĕтленнĕ фронтовиксен йышĕ чакнăçем чакать. Пурăнаканнисем вара пурте 85 çул урлă каçнă.

Вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçнă салтаксенчен пĕри - Эткер ялĕнче пурăнакан Василий Григорьевич Скворцов. Хисеплĕ ветеран февралĕн 2-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ. Çак вăхăт хушшинче Василий Григорьевич пурнăçĕнче нуши те, савăнăçĕ те сахал мар пулнă. Вăл вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухса тăван ене таврăнма пултарнă.

- Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ 16 çулхи çамрăк пулнă. Ун чухне "Çĕнĕ пурнăç" колхозра тăрăшаттăм. Пире, маттур ачасене, Пăрачкав районне тата "Хусан - Чĕмпĕр" чукун çул тума илсе кайрĕç. 1942 çулта çар ретне тăнă, 576/13 вĕренỹ полкне лекрĕм. Районтан 93-ччĕ эпир. 1943 çулхи июнь уйăхĕнче пире 2-мĕш Ленинград фронтне куçарчĕç, октябрь уйăхĕнче амантăм та чылай вăхăт госпитальте сиплентĕм. Кайран фронтра пулеметчик пултăм. Çак вăхăтра нумай ял-хулана фашистсенчен тасатрăмăр. Рига хулине ирĕке кăларнăшăн полка Хĕрлĕ Ялав парса чысларĕç, - аса илет иртнĕ кунсене ветеран. Хаяр вăрçă кунĕсем унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă. Паян куçа хупсан та вăл пĕрле пулнă, вăрçă хирĕнче выртса юлнă юлташĕсене аса илет те ассăн сывлать. Çапăçу хирĕнчен тăван ене таврăнма пỹрнĕшĕн Турра тав тăвать. 1946 çулта яла килнине те паян кунхи пекех ас тăвать Василий Григорьевич.

- Пурте пĕрле савăнса кĕтсе илчĕç. Шел пулин те, нумайăшĕ ашшĕ, ывăлĕ таврăннине кураймарĕ. Çывăх çыннисем вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Нумай-нумай çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ, - калаçрĕ ассăн сывласа ватă.

Яла таврăнсан вăрах вăхăт сипленнĕ хыççăн ĕçе кỹлĕннĕ вăл. "Çĕнĕ пурнăç" колхозра тăрăшнă. Маттур ĕçчене Эткер ял Совечĕн депутатне суйланă. Чылай вăхăт Василий Григорьевич ял Совет секретарĕнче тăрăшнă. "Красный маяк" колхоз ĕçченĕ те пулнă вăл. "Комсомольский" совхозра та 8 çула яхăн ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 45 çул. Ĕçрен нихăçан та пăрăнман. Çавăнпах пулĕ паянхи кун та ветеран алă усса лармасть. Кил-картишĕнче кăштăртатать, пахча çимĕç çитĕнтерет.

Мăшăрĕпе, Александра Павловнăпа, 4 ачана кун çути парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани парса ĕçе хăнăхтарнă. Скворцовсем Александра Павловна йăмăкĕ вилнĕ хыççăн унăн хĕрне хăйсен хỹттине илнĕ. Паянхи кун ачисем ашшĕ-амăшĕн килне çитерекен сукмакпа савăнса утаççĕ, çитĕннĕ килте кĕтсе илекен пурришĕн чунтан савăнаççĕ. Шел пулин те, Василий Григорьевич 3 çул пĕчченех кун кунлать, мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. 56 çул пĕрле пурăннă вĕсем. Вăл пурнăçра пуç усма хăнăхман, пушă вăхăтра ĕçпе йăпанать, ачисемпе, мăнукĕсемпе, тăванĕсемпе курнăçать.

90 çул тултарнă ветерана ял-йыш хисеплени, сума суни темрен те паха. Акă, çуралнă кунпа район администрацийĕнчен килсе саламлани те ватă çыннăн чĕрине çемçетнĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Воробьев ветерана ăшшăн саламланă, РФ Президенчĕн В.В.Путинăн салам открыткипе чысланă. Малашне те çирĕп сывлăхпа пурăнма вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх суннă. Хĕрлĕ Ялав, Аслă Отечественнăй вăрçă I степеньлĕ, Жуков орденĕсене, "Паттăрлăхшăн", "Германие çĕнтернĕшĕн", "Ĕçри хастарлăхшăн" медальсене тата ытти нумай наградăна тивĕçнĕ паттăр салтакăн пархатарлă ĕçĕсем çинчен пĕр чарăнми калама пулать. Вăл чăннипех те çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Паянхи кун та ветеран пурнăç уттинчен юлмасăр тĕрлĕ ыйтусемпе кăсăкланать, вĕсене уçăмлатать. Кирек кам ыйтăвĕ çине те тулли хурав пама пултарать вăл. Эткер ялĕнче пурăннă, пурăнакан кашни çын пирки тĕплĕн пĕлет. Ахальтен мар ăна пурте пысăк тавра курăмлă çын теççĕ. "Алă-ура ĕçлесен, ăс-тăн çирĕп пулсан, 90 çула ватлăх тесе те калаймăн. Çумра çывăх çынсем пулсассăн савăнса пурăнас килет", - терĕ вăл хавас кăмăлпа. Хисеплĕ çыннăн ĕмĕрĕ вăрăм та çутă пултăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика