Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Хамăр тăрăшсан, патшалăх пулăшсан ỹсĕмсем пулаççех

11 февраля 2015 г.

Комсомольски районĕнчи пĕтĕм категориллĕ хуçалăхсем 33,180 пин тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пуçтарса кĕртнĕ. Çакă 2013 çулхипе танлаштарсан 144,8 процент пулать. Пахча çимĕçе те ытларах пухса илнĕ - 6,571 пин тонна, виçĕм çулхипе танлаштарсан 110,2 процент. Сĕт туса илессипе вара Каçал тăрăхĕ республикипе иккĕмĕш вырăнта çирĕппĕн пырать. Çак çитĕнỹсем хастар çынсен тăрăшулăхĕсĕр тата патшалăхăн агропромышленноçа аталантарас тĕллевлĕ ятарлă пулăшу программисемсĕр, çавăн пекех çаврăнăçуллă ертỹçĕсемсĕр пулманах. Ку çитĕнỹсен шайне упраса хăварса çĕннисем патне ăнтăлма вăй-хал çитĕ-и Каçал таврашĕнче? Районăн ял хуçалăхĕнчи потенциалĕ пирки Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕпе Сергей Павловпа сăмах пуçартăмăр.

- Районăн кăна мар, республикăн агропромышленноçне аталантарасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри. Ку пушă сăмах мар, патшалăхăн ял хуçалăхне пулăшмалли программисемпе килĕшỹллĕн хыснаран 2,42 млрд тенкĕ куçарнă, вăл шутра федераци бюджетĕнчен - 1,61 млрд тенкĕ, республика хыснинчен 0,81 млрд тенкĕ уйăрнă. Республика кăçал та патшалăх пулăшăвĕсĕр юлмĕ, ку тĕллевсем валли 1121 млн тенкĕ пăхса хăварнă: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме - 61,1 млн тенкĕ, ỹсен-тăран çитĕнтерме - 172,4 млн тенкĕ, процент ставкисене субсидилеме - 888,3 млн тенкĕ. Çакăнта Правительствăн 2015 çулхи январĕн 27-мĕшĕнчи 53-мĕш Постановленийĕ çине пусăм тăвас килет. Унпа килĕшỹллĕн агропромышленноç комплексне кредит парассине улшăнусем кĕртнĕ. Комсомольски районĕ вара 2014 çулта патшалăхран 174,4 млн тенкĕ пулăшу илнĕ, 2013 çулпа танлаштарсан - 116 процент.

- Кредит илмесĕр пысăк ĕçе пуçăнма йывăр. Районта çăмăллатнă кредитпа нумайăн усă курнă-и?

- "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа кредит илме çăмăлланнине палăртмалла. 2006 çултанпа 2015 çул пуçламăшĕ тĕлне асăннă нацпроекта тата ял хуçалăхне аталантарас тĕллевлĕ патшалăх программине пурнăçланă май Комсомольски рай- онĕнчи пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене 2436,3 млн тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит панă, 2014 çулта вара - 440,9 млн тенкĕлĕх 1440 кредит. Патшалăхăн çак пулăшăвĕ районта хуçалăх тытакан 9269 çынна тивнĕ.

- Фермер хуçалăхĕсене аталантарасси мĕнле пырать?

- Çĕршывра 2012 çулта йышăннă "Ĕçе пуçăнакан фермерсене 2012-2014 çулсенче пулăшасси", "Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье фермисене хресчен-фермер хуçалăхĕн никĕсĕ çинче аталантарасси" программăсем ял хуçалăхне çĕнĕ варкăш кĕртрĕç. Çак тапхăрта ĕçе пуçăнакан 151 фермер тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен 16 çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарчĕ. Программăсем хута кайни республикăра выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине палăрмаллах ỹстерме, фермер хуçалăхĕсене ура çине тăма пулăшрĕ. Сăмах май, 3 çулта çемье фермисене тума патшалăхран - 91 млн тенкĕ, фермер хуçалăхне йĕркелесе яма 159 млн тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.

- Патшалăх пулăшăвĕ харама кайманни куç умĕнчех. Каçалсен сатурлăхĕ, пуçарулăхĕ палăрать-и?

- Районта ку енĕпе аван тăрăшаççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Комсомольски районĕнче хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелеме тата аталантарма 11-ĕн грант илчĕç. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен икĕ çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курчĕ. 2015 çул пуçламăшĕ тĕлне Комсомольски районĕнче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх шучĕ 7378 пуçа çитнĕ. Палăртрăм ĕнтĕ, 2 фермер хуçалăхĕ мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетет. Григорий Атласкин фермер 345 пуç усрать, Фиргать Хайртдиновăн та ĕне шучĕ сахалах мар - 140. Ку тăрăхри Николай Васильев качака усрать, унăн ферминче вĕсем 30 яхăн.

- 2015 çулта фермерсене пулăшу пулĕ-ши?

- Фермер ĕçне пуçăнакансене, çемье фермине йĕркелекенсене пулăшас тĕллевпе республика федерацин патшалăх пулăшăвĕн программисене тăваттăмĕш çул хутшăнать. Иртнĕ çулхи кĕркунне Чăваш Енрен кирлĕ документсене Раççей Ял хуçалăх министерствине тăратнă ĕнтĕ. Кăçал фермер хуçалăхĕсене пулăшма 39 млн тенкĕ ытларах уйăрма палăртнă. Чăваш Ен бюджетĕнчен - 16,3 млн тенкĕ. Вăл 53 фермера пулăшма çитмелле.

- "Республикăри ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем майлă самантпа усă курни тата потребитель рынокĕнче уйрăмах кирлĕ ял хуçалăх продукцийĕсен тата тирпейлесе хатĕрлекен продуктсен производствин калăпăшĕсене ỹстерме май паракан миллиардшар тенкĕлĕх инвестици проекчĕсене пурнăçлани савăнтарать" - терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Ку тĕлĕшпе Каçалсем пирки мĕн калама пулать-ши?

- 2014 çулта Чăваш Республикинче пĕр вăхăтлăха 25 пин тонна ытла пурлăх йышăнма пултаракан çĕр улмипе пахча çимĕç упрамалли 10 хранилище тунă тата юсаса çĕнетнĕ. "АПК аталанăвĕ" нацпроект ĕçлеме пуçланăранпа 12 инвестици проекчĕ пурнăçланнине палăртмалла. Сăмахран, "Рассвет" хуçалăхра икĕ пин тонна çĕр улми упрамалли хранилищĕне хута яма 12 миллион ытла укçа-тенкĕ тăкакланă, 30 процентне патшалăх саплаштарнă. Ф.Хайртдинов фермер хуçалăхĕнче 200 пуç ĕне тытмалли фермăна хута яни те пысăк утăм.

- Пĕлтĕр Çĕрпỹ районĕнчи Сăнав поселокĕнче иртнĕ Чăваш Республикин АПК ыйтăвĕсене, апат-çимĕç рынокĕ улшăннине хак паракан правительство комиссийĕпе Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев аграрисен умне кашни килограмм тырра шута илме тĕллев лартнăччĕ. Шăвармасăр пахча çимĕç ỹсмест. Тыр-пул уйĕнче мелиораци мероприятисене ирттерейĕпĕр-ши?

- Пирĕн тăрăхра "Чăваш Республикинче 2010-2013 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕн чĕр таварĕпе апат-çимĕç рынокне йĕркелесси" патшалăх программин "Чăваш Республикин ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕсенче мелиорацие аталантарасси" çум программа ăнăçлă ĕçлет. 2014 çулта тĕллевлĕ программăпа федераци тата республика бюджетĕнчен 53 млн тенкĕ уйăрнă, республикăри 23 хуçалăх мелиораци техники туянма пултарчĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем шăвармалли техника туяннă чухне 50 процент таран çăмăллăхпа усă курнă. Хальлĕхе Комсомольски тăрăхĕнче тăватă хуçалăхра çеç 336 гектар çинчи ял хуçалăх культурине шăвараççĕ. Çакă çителĕксĕр. Сăмахран, "Слава картофелю" предприятире çĕр-сене шăварса тăни пахча çимĕç, çĕр улми тухăçне чылай ỹстерме май панине пĕлеççĕ. Çавăнпа шăваракан лаптăксене пысăклатсах пырасшăн. Патшалăх туса паракан условисемпе хуçалăхсен туллин усă курмалла.

- Ял хуçалăхне аталантарасси - çав тери кăткăс та йывăр ĕç. Комсомольски районĕнче мĕнле йывăрлăхсемпе кĕрешме тивет?

- Ỹсен-тăран çитĕнтерессине илсен - районта элита вăрлăх çитменни палăрать. Нарăс пуçламăшне района 41,7 тонна вăрлăх кỹрсе килнĕ, анчах та ку кирлин 3,3 проценчĕ çеç. Рай-она 1272 тоннăран кая мар вăрлăх кирлĕ. Пĕтĕмĕшле вара районта çак отрасльте çитĕнỹсем пуррине палăртас килет.

- Çапла, ĕç кал-кал пырсан ỹсĕм пулатех...

- Ял халăхĕ, çĕр ĕçченĕ ĕçре яланах тăрăшулăхпа палăрнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем виçĕм çулхинчен те нумайрах пухса кĕртме пултарчĕç хуçалăхсем. Пахча çимĕç те лайăх туса илнĕ. Çĕр улмипе те виçĕм çулхи шая çитнĕпе пĕрех. Сăмах май, иртнĕ çул уй-хиртен тухăçлă тыр-пул - 32946 тонна пухса кĕртнĕ, çакă 2013 çулхинчен 10101 тонна ытларах. Вăтамран кашни гектартан 20,9 центнер. Хăш-пĕр хуçалăхсенче вăтам тухăç 28,1-31,5 центнерпа танлашнă. Çĕр улмие 1112 гектар çинче çитĕнтернĕ, вăтам тухăç кашни гектартан - 197 центнер. Çĕр улминчен пысăк тупăш илес тесессĕн ăна хĕл каçарсан аван.

- Сĕт туса илекеншĕн чĕр тавара ăçта тата тупăшлă хакпа вырнаçтарасси - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Ахальтен мар Чăваш Республикин Пуçлăхĕ сĕт туса илекенсен, ăна пуçтаракансен тата тирпейлекен организацисен хăйсен хушшинче пĕр-пĕриншĕн усăллă вăрах вăхăтлăх хутшăнусем йĕркелемеллине палăртрĕ.

- Комсомольски тăрăхĕнче 14 организаци сĕт пухать. Сĕте 18-20 тенкĕпе туянаççĕ. Сĕт пуçтаракан пысăк организацисен йышĕнче: Н.П.Козлова предприниматель, Комсомольски райповĕ, "Нур" ЯК, "Молцентр" ООО. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çырура килти хуçалăхсенчен паракан сĕт хакне тата пахалăхне патшалăх енчен йĕркелесе тăма хушрĕ. Ку ĕçе, паллах, Патшалăх ветеринари службипе муниципалитетсене явăçтармасăр пурнăçлаймăн. Сĕт пуçтаракансемпе заводсем килти хуçалăхсен сĕчĕн пахалăхĕ вăйра тăракан норматив требованийĕсене тивĕçтермест теççĕ. Пахалăхне кура - хакĕ. Çавăнпа та тĕрĕслев пĕтĕмле-тĕвне тĕпе хурса тỹлемелле. Республика Пуçлăхĕ сĕт пахалăхне шута илсе килти хуçалăхсемпе продукцишĕн татăлмалли йĕркене кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен хатĕрлеме хушрĕ.

- Юлашки вăхăтра яла таврăнакансен йышĕ ỹсни палăрать. Çамрăксем тăван тăрăхрах пурăнма тĕв тунипе аслисем те кăмăллă. Çамрăксене вăй илсе кайма пулăшу тем пек кирлĕ...

- Тĕрĕс, патшалăх политики шăпах çамрăксене пулăшас тĕллевлĕ те. 2014 çулта районта пурăнса ĕçлекен çынсен, çамрăк çемьесен тата специалистсен пурнăçне лайăхлатма 9,88 млн тенкĕ уйăрнă. Çамрăк çемьесене тата специалистсене 6,25 млн тенкĕ тивнĕ. Ялта пурăнакансем социаллă тỹлевпе тивĕçтермелли 13 свидетельство панă: 5 гражданина, çамрăк 8 çемьепе специалиста. Пĕтĕмĕшле вара, 2003 çултан пуçласа федерацин "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" тата "Ял территорийĕсене 2014-2017 çулсенче тата 2020-мĕш çулччен тăнăçлă аталантарасси" тĕллевлĕ программăсенчи мероприятисене пурнăçлама республикăна федераци бюджетĕнчен 1520,25 млн тенкĕ çитнĕ. Çак тапхăрта ялти 4483 çемье пурăнмалли кĕтеслĕ пулнă, çав шутра 1589 çамрăк çемье тата специалист. Ялта юлма хавхалантарма, сăмахран, Элпуç ялĕнче 165 ача вĕренмелĕх шкул тума пуçласшăн. Раççей Ял хуçалăх министерствине 23,3 млн тенкĕлĕх заявка тăратнă. Республика бюджетĕнче вара çакна валли 10 млн тенкĕ пăхса хунă.

- Федерацин "Патшалăхăн ял хуçалăхне 2020 çулччен аталантарасси" программине улшăнусем кĕртни пирки пĕлтĕмĕр. Мĕн кĕтмелле-ши ял ĕçченĕсен?

- Малашлăх планĕсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвĕсене тĕпе хурса палăртса пурнăçламалла. Правительство агропромышленноçа укçа парса пулăшнипе пĕрлех уй-хир ĕçĕсене, инвестици проекчĕсене пурнăçланăран пулакан тăкака саплаштарма, ял хуçалăх рынокне йĕркелеме тăратнă пуçарусене каярахри тапхăра хăварма, ĕçченсене хамăр çĕршывра туса кăларакан техникăпа тивĕçтерме май паракан меслетсем хатĕрлеме палăртнă. АПКна аталантарма федераци хыснинчен 50 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă.

Чăнах та, 2014 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче РФ Правительствин Постановленийĕпе килĕшỹллĕн "Патшалăхăн ял хуçалăхне 2020 çулччен аталантарасси" программине улшăнусем кĕртнĕ. Федераци программине тата 5 çумпрограмма хушнă. Пахча çимĕç ỹстерессине, çĕр улми вăрлăхне туса илессине, сĕт паракан шултра выльăха ĕрчетессине аталантарассипе тата ыт. те çыхăннă мероприятисем çинчен калакан çумпрограммăсене пурнăçланă чухне тăкакланнин пĕр пайне тỹрремĕнех субсидилени - çĕнĕлĕх. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, 2015 çулта паха вăрлăх туса илессин центрĕсене тата ял хуçалăх кооперативĕсене пурлăхпа техника никĕсне туса хума, анлăлатма тата çĕнетме грант пулăшăвĕ парĕç. Программа тĕллевĕсенчен пĕри - чикĕ леш енчи продукцие хамăрăннипе улăштарма çитес вăхăтрах майсем тупасси.

Паян ỹсен-тăран çитĕнтерес тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен отрасльсен продукцийĕ потребитель рынокĕнче уйрăмах кирлĕ. Çавăн пекех, Патшалăх программипе килĕшỹллĕн кашни регион тĕлĕшпе ял хуçалăх продукцине туса илмеллин индекса палăртнă, 2015 çулта вăл - 105,2 процент. Комсомольски районне илес пулсан, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 37,5 пин тонна туса илмелле, çĕр улми - 77,6 пин тонна, пахча çимĕç - 8,5 пин тонна, выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк ашĕ - 3,34 пин тонна, сĕт - 34,42 пин тонна.

РФ Правительствин 2014 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен бюджечĕсене федераци бюджетĕнчен тивекен субсидисене йĕркелесси, парасси, пайласси çинчен" 999-мĕш постановленипе килĕшỹллĕн субсиди илекенсемпе Килĕшỹ тăваççĕ. Субсидипе усă курнине тỹрре кăлармасан, кăтартусене çĕнетсе лайăхлатмасан, субсидие бюджета каялла тавăрмалла пулать. Пирĕншĕн ку питĕ пысăк яваплăх. Планланине пурнăçламалла кăна мар, ăна ирттерсе пурнăçлама тăрăшмалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика