Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Юбиляра чысласа - пысăк турнир

07 февраля 2015 г.

Пирĕн ентеш, Тукай ялĕнче çуралса ỹснĕ Петр Григорьевич Матросов кăçалхи январĕн 12-мĕшĕнче 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл Мускав облаçĕнче тĕпленнĕ. Петр Григорьевич çамрăкла спортра тунă çитĕнỹсем питĕ сулмаклă. Акă, сăмахран, район чысне классика мелĕпе кĕрешессипе хỹтĕлесе вăл 8 хутчен Чăваш АССРĕн чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. Лапталла выляса Раççей чемпионĕ те пулнă. Институтра вĕреннĕ тапхăрта (Куйбышев, халĕ Самар хули) пирĕн ентешĕмĕр 1955, 1956, 1957 çулсенче бокс турнирĕсенче институт чемпионĕн кубокне хăйĕн аллинчен вĕçертмен. Комсомольски вăтам шкулĕнче физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçласан, çамрăк педагог чăн малтан классика мелĕпе кĕрешекенсен секцине йĕркелесе ярать. Унтанпа çур ĕмĕр те иртрĕ ĕнтĕ. Кавирĕ те пулман, çапах кĕрешме юратакан çамрăксен йышĕ нумайлансах пынă. 1963 çулта вара çак секцине çỹрекенсем республика турнирĕнчен çĕнтерỹпе таврăннă, вĕсене кĕрешмелли кавир парнелесе чысланă. Çак тапхăрта физкультура учителĕ хăйĕн кĕрешес ăсталăхне те ỹстерсе пынă. 1961-1967 çулсенче Комсомольски каччи республикăн пĕрлештернĕ командинче пулнă. 1965 çулта ăна "СССР спорт мастерĕн кандидачĕ" ята параççĕ. Ара, вăл вĕт-ха кĕрешессипе республикăра тата зонăра (Раççей чемпионачĕ) иртекен кавир çинчи тытăçусенче 12 хутчен турнирсен призерĕ пулса тăрать, вăл шутран саккăрăшĕнче чемпион ята тивĕçет.

Ентешĕмĕре, хастар спортсмена, анлă тавракурăмлă тренера Комсомольскисем манмаççĕ. Юбиляра чысласа февралĕн 14-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртет. Вăл 10 сехетре пуçланать. Чыс-хисеп туни темле парнерен те хаклăрах вĕт. Спорта юратакансем, спорт ветеранĕсем Петр Георгиевича пысăк юбилей ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлаççĕ, ăнăçу, телей, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунаççĕ. Кавир çинче вăй виçме юратакансене пурне те çак турнира йыхравлатпăр, спорт ветеранĕн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлтăрччĕ вăл.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика