28 января 2015 г.
Вĕренỹре, ĕçре тата ытти çĕрте пултарулăхпа палăрнă, çĕнтерỹсем тунă çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кашни çулах стипенди парса хавхалантарать. Хăйсен пултарулăхĕпе, вĕренĕвĕпе, наука, творчество ĕçĕсемпе малта пыракансем кашни уйăхрах 1830 тенкĕ илсе тăрĕç. Кăçалхи çулăн стипендиачĕсенчен пĕри вăл - Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 10-мĕш "а" класра вĕренекен Максим Минин.
Максим чăнах та пултаруллă вĕренекен. Унпа ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсем çеç мар, тус-юлташĕсем те мухтанаççĕ. Вăл - нумай предмет олимпиадисен çĕнтерỹçи. Сăмахран: Чăваш Республикинче 6-7 классем хушшинче иртнĕ "Родной край" олимпиадăра 1-мĕш вырăн йышăннă; 2013-2014 çулсенче астрономи предмечĕпе пĕтĕм Раççейре иртнĕ олимпиадăра регионсен этапĕн призерĕ; 2012 çулта шкул ачисен хушшинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра муниципаллă этапра тăватă предметпа çĕнтерỹçĕ пулнă, 8 предметпа - призер; 2013 çулта физика, астрономи, обществознани предмечĕсемпе шкул ачисем хушшинче пĕтĕм Раççейре иртекен олимпиадăра çĕнтернĕ. Технологи, истори, географи, математика, вырăс чĕлхи, информатика, КРК предмечĕсемпе иртекен районти олимпиадăсен призерĕ.
Максим дистанциллĕ олимпиадăсене те хастар хутшăнать. 2012-2013 çулсенче вăл 1-мĕш степеньлĕ диплома, 2014 çулта - регионсен хушшинчи физикăпа математикăн куçăмлă олимпиадин 2-мĕш степеньлĕ дипломне, Мускаври физикăпа техника институчĕн 3-мĕш степеньлĕ дипломне илме тивĕçлĕ пулнă. Çавăн пекех вырăс, акăлчан чĕлхисемпе кăсăкланать. Пĕтĕм Раççейре тата Чăваш Республикинче иртнĕ "Британский бульдог", "Инфознайка", "КИТ", "Чĕвĕлти чĕкеç", "Кенгуру" конкурссен призерĕ те вăл.
Малашне те Максима ытларах та пысăкрах ỹсĕмсем тума сунатпăр!
Источник: "Каçал Ен"