28 января 2015 г.
П.С.КРАСНОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн ертỹçи:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвĕнче икĕ саманта палăртнă пулăттăм. Пĕрремĕшĕ - çынсен капиталне инвестици хывни. Пенсионерсене, ветерансене, сусăр çынсене социаллă тỹлевсем памалли программа туллин ĕçлет. Çавăн пекех республикăра ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтернине те палăртнă пулăттăм. Çывăх вăхăтра çакă пурнăçа кĕрĕ. Вĕренỹ тата культура учрежденийĕсене çĕнетесси тата юсасси, вĕсене хальхи вăхăт ыйтакан оборудованипе тивĕçтересси те ăнăçлă пырать. Çаксем пĕтĕмпех çынсемшĕн, вĕсен ырлăхĕшĕн.
Иккĕмĕш самант - тĕп капитала инвестици хывни, уйрăмах çурт-йĕр строительствине. Чылай çул каялла эпĕ республикăра çурт-йĕр строительствинче "хушса çырнине" палăртнăччĕ. Тĕрлĕ çулсенчи кăтартусене илсен, унччен ялта пурăнмалли уйрăм çуртсене ытларах тунă - 70 процент. Ытти 30 процентне - стройорганизацисем. 2014 çул кăтартăвĕсем тăрăх, пурăнмалли çуртсен 53 процентне строительсем, 47 процентне уйрăм çынсем çĕкленĕ. Çакă, паллах, лайăх пулăм. Мана Михаил Васильевичăн Çырăвĕсене пурне те итлеме тивнĕ. Ман шутпа, хальхи Çыру, ыттисемпе танлаштарсан, анлăрах - унта республикăн пĕтĕм отраслĕн аталанăвне тĕплĕн çутатнă.
М.М.ЗАЙНУЛЛИН, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
- Республика Пуçлăхĕн кăçалхи Çырăвĕ ытти çулхисенчен килĕшрĕ. Залра ларакансем чылай хутчен алă çупни вăл мана кăна мар, ыттисене те килĕшнине çирĕплетрĕ. ЧР Пуçлăхĕ юлашки тăватă çула пĕтĕмлетрĕ - чăннипех нумай тунă. Малашне те чарăнса тăрасшăн мар. Урмаел ял тăрăхне илес пулсан - юлашки çулсенче Тукай Мишер вăтам шкулĕ çĕнелчĕ, унтах ача сачĕ хушăнчĕ. Урмаелти шкулта та чылай юсав ĕçĕ пурнăçланă. Çулсене йĕркелесе юсаса тăрассипе те ĕçлетпĕр. Çырура пĕрремĕш вырăна çынна лартни килĕшрĕ. Мана экономика çинчен калани те кăмăла кайрĕ. Çырура Михаил Васильевич çакăн пек каларăшпа усă курчĕ: "Перекетленĕ пĕр тенкĕ вăл - ĕçлесе илнĕ укçа". Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Сăмахран, çын пуçне кашни ял тăрăхĕн бюджетне пĕрешкел укçа-тенкĕ хываççĕ. Ăна тирпейлĕ тăкакласан çав укçа-тенкĕпех нумайрах ĕç тума пулать-çке. Çавăнпа та пур укçапа ĕçлеме пĕлмелле тесе шутлатăп.
Источник: "Каçал Ен"