Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çирĕп, маттур, пуçаруллă пулмалла

17 января 2015 г.

Çĕр çинче пурăнакан кашни çын ырă ĕç тума тивĕç. Çынна кăштах çеç савăнтар, вăл сана яланах ырăпа аса илĕ, тав тăвĕ. Ырă кăмăллă çынна тус-тăванĕсем те, кỹршисем те, ял-йыш та хисеплет. Çакăн пек çынсенчен пĕри -Комсомольскинче пурăнакан Валентина Васильевна Константинова. Таврара ăна пĕлмен çын çук. Вăл - Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен районти общество секретарĕ. Унпа пĕрлех маттур хĕрарăм - районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Каçал" халăх фольклор ансамблĕн артисчĕ. Валентина Васильевна пурнăçра пуç усма хăнăхман. Вăл çутă малашлăх пирки ĕмĕтленсе шав малалла утать, ачисене, мăнукĕсене пулăшас тесе куллен тăрашать. Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ хĕр мĕн ачаранах вĕренме, алла професси илме тăрăшнă.

- Çемьере 7 пĕр тăван çи-тĕннĕрен пурин те аслă пĕлỹ илме май килмен. Мĕн ачаранах тăван колхозра тăрăшнă, ĕçе хăнăхнă. Аслисем кĕçĕнреххисене пулăшса, вĕрентсе пынă. Çапла туслă ỹснĕ эпир. 1977 çулта Кĕçĕн Çĕрпỹел каччипе Евгенийпе çемье çавăртăмăр. 1981 çулта Комсомольски ял Советне специалиста ĕçе вырнаçрăм. Каярах бухгалтерта, секретарьте чылай çул ĕçлерĕм. Кунтах тĕплентĕмĕр, хваттер туянтăмăр, - сăмаха пуçарчĕ хĕрарăм.

Константиновсен çемйинче виçĕ хĕр: Нина, Ирина, Татьяна. Вĕсем пурте аслă пĕлỹллĕ, иккĕшĕ çемьеллĕ. Валентина Васильевна вĕсене пĕчченех пăхса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун хĕрарăм ачисем ура çинче çирĕп тăнишĕн чунтан савăнать, çывăх çыннисем çумра пулнишĕн Турра тав тăвать. Шел пулин те, аслă хĕрĕ, Нина, вăхăтсăр çĕре кĕни канăç памасть, кулянтарть. Хĕрне упрайманнишĕн, вăхăтра пулăшу парайманнишĕн куççульленет.

- Мăнукăм, Андрей, çумра пулни çеç кăштах лăплантарать. Унăн йăл куллипе савăнатăп, лăпланатăп. Вăл, амăшĕ пекех, çепĕç калаçать, мана куллен пулăшать. Тĕпелте яланах пĕрле кăштăртать, яшка пĕçермелле-и, кукăль тумалла-и - мăнукăм пĕрле. Ỹркенмест, арçын ĕçĕсене те пурнăçлать. Шăкăл-шăкăл калаçăвĕпе чуна лăплантарать, - тет савăнса Валентина Васильевна. Андрей амăшĕсĕр тăрса юлнă чухне 8 çулта пулнă. Халĕ вăл Канаш хулин финанс колледжĕн студенчĕ. Вĕренỹре "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Спорт ăмăртăвĕсене, обществăлла ĕçсене, конкурссене хастар хутшăнать. Çакна килте упранакан Хисеп грамотисемпе Дипломсем, медальсем çирĕплетеççĕ.

Валентина Васильевна хăй те пур ĕçре те вăр-вар, маттур. Вăл çичĕ çул "Каçал" халăх фольклор ансамбльне çỹрет. Вун-вун ташă-юрăпа сцена çине тухнă вăл, тĕрлĕ хуласенче пулса курнă, ют çĕршыва та çитсе килнĕ. "Юрлама, ташлама юратни çыннăн вăл таçти шалти туйăм. Концертсемпе сцена çине тухма хăнăхатăн та çак ĕçе яланах пурнăçлас, çынсене савăнтарас килсех тăрать. Залра ларакансем тăвăллăн алă çупса тав тăваççĕ те тата хăпартланса каятăн. Пирĕн коллектив ĕлĕкхи юрăсене шăрантарать, вĕсене упраса хăварса куракансем патне çитерес тесе тăрăшать", - сăмахлать Валентина.

Пуçаруллă хĕрарăм пушă вăхăтра юрласа-ташласа савăннипе пĕрлех ĕçре ирттерекен тĕрлĕ конкурссене те хутшăнма май тупать. Сăмахран, вăл республикăри куç курманнисен обществинче ĕçлекен секретарьсен конкурсĕнче 2-мĕш вырăна тухнă, "Çĕнтерỹ салючĕ" конкурсра та палăрнă. Валентина Васильевна "çирĕп, маттур, пуçаруллă пулмалла", девизпа пурăнать. Вăл кашни ĕçе хăй тума хăнăхнă, кам та пулин пулăшасса, алă тăсса парасса кĕтмест, пуçне усмасть. Ачисемпе мăнукĕсене те çакнах вĕрентсе, ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ, ỹстерет те.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика