14 января 2015 г.
Январĕн 18-мĕшĕнче Раççейре пуçласа "Юр кунĕ" иртет. Çак уява ирттерме Пĕтĕм тĕнчери йĕлтĕр спорчĕн федерацийĕ сĕннĕ. Юр кунне кашни çулах январь уйăхĕн 3-мĕш вырсарни кунĕнче йĕркелеме палăртнă. Паянхи куна çак уяв 29 çĕр-шывра иртет. Январĕн 18-мĕшĕнче çамрăксем, ача-пăча, аслăрах çулхисем валли тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме палăртнă. Пурте пĕрле пухăнса тĕрлĕ вăйă вылянине, йĕлтĕрпе, конькипе, тăвайккинчен ярăнса киленнине мĕн çиттĕр? Кăмăл çеç пултăр. Уçă сывлăшра выляни, кулни, тупăшни сывлăха çеç çирĕплетет. Апла пулсассăн пурте пĕрле юрпа выляма тухар. Шупашкар хулинче Юр кунне "Шупашкара - 500 çул" культурăпа кану паркĕнче йĕркелеме палăртнă.
Пирĕн район та çак акцирен айкинче юлмĕ. Йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллакансене вырсарни кун 11 сехетре Комсомольски вăрман уçланкине йыхравлаççĕ. Пĕр-пĕринпе ăмăртма, çут çанталăкпа киленме, кăвайт умне тăма май пулĕ. Телевизорсемпе компьютерсенчен хăпар та пурте сывлăха çирĕплетме васкар.
Источник: "Каçал Ен"