Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Регион шайĕнчи олимпиада çĕнтерÿçисем

13 февраля 2013 г.

2012—2013 вĕренÿ çулĕнчи олимпиадăсем вĕçленчĕç. Тĕрĕслевĕн юлашки тапхăрĕ чăваш чĕлхипе тата литературипе пулчĕ. Регион шайĕнчи юлашки олимпиада И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче иртрĕ. Пирĕн районтан ку ăмăртăва иккĕмĕш турта мала тухнă Кристина Кашина (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ, 11-мĕш «а» класс), Анастасия Шингалова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ, 10-мĕш «б» класс), Инесса Михайлова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ, 9-мĕш «а» класс), Анастасия Любимова (Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ, 11-мĕш «а» класс), Ксения Белова (Асанкасси вăтам шкулĕ, 10-мĕш класс), Кристина Никифорова (Хирти Явăш тĕп шкулĕ, 9-мĕш класс) вĕренекенсем хутшăнчĕç. Хĕрÿ тупăшура Анастасия Шингалова (ертÿçи С.Г.Индюкова) тата Инесса Михайлова (ертÿçи С.А.Жукова) çĕнтерÿçĕсен шутне кĕме пултарчĕç, призер пулса тăчĕç. Настьăпа Инессăна ăшшăн саламласа малашне те ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Пирĕн районтан регион шайĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе кашни çулах çĕнтерÿçĕсем пулни чуна савăнтарать, малашне те тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика