Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » "Асамат кĕперĕнче" тепĕр ушкăн уçăлчĕ

13 декабря 2014 г.

Комсомольскинчи "Асамат кĕперĕ" ача сачĕ хута кайни çулталăк çеç-ха. Кĕçĕн çулхи ачасем унта кăмăлласа çỹреççĕ. Çапла пултăр тесе учреждени ертỹлĕхĕ, воспитательсемпе ытти специалистсем чун-чĕререн тăрăшса ĕçлеççĕ. Районта шкул çулне çитменнисене ача сачĕсемпе тивĕçтерессине аванлатас тĕллевпе кăçал "Асамат кĕперĕнче" хушма 45 вырăн уçма йышăннă. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 25 ачана вырнаçтарнă. Декабрĕн 11-мĕшĕнче вара тепĕр ушкăн - "Теремок" ятлăскер - ĕçлеме пикенчĕ. Кĕçĕн ушкăна 2-3 çулхи 20 шăпăрлан çỹреме пуçларĕ. Çапла вара халь "Асамат кĕперĕ" садике 190 ача куллен çул такăрлатать. Çак пулăма халалласа ача садĕнче савăнăçлă уяв йĕркеленĕ. Унта ашшĕ-амăшĕ, ача прависемпе ĕçлекен районти уполномоченнăй Валерий Гаврилов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Максимов та хутшăнчĕç. "Полянка", "Капелька", "Капитошки" ушкăнсенчи воспитанниксем те садикри çемье хушăннипе савăнаççĕ, вĕсем хăнасене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

- Çак куна эпир чунтан кĕтрĕмĕр. Çĕнĕ ушкăн уçăлни ытларах ачана йышăнма май парать. Кунсăр пуçне, пĕр çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтертĕмĕр. Халĕ пирĕн коллективра 43 çын тăрăшать. Воспитательсемпе няньăсем, логопед, психолог, инструкторсем ачасем тĕрĕс калаçчăр, аталанччăр тесе тăрăшаççĕ. Хушма ушкăн уçас тĕллевпе эпир район депутачĕсен Пухăвĕн депутатĕнчен В.В.Максимовран пулăшу ыйтнăччĕ. Пирĕн ыйтăва тивĕçтерсе район бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрчĕç, ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме май килчĕ. Пулас ăрăва аталантарма май туса панăшăн пурне те тав тăватпăр, - терĕ "Асамат кĕперĕ" ача сачĕн заведующийĕ Анна Албутова

Уява килнĕ хăнасем - В.Н.Гавриловпа В.В.Максимов - çĕнĕ ушкăн уçăлнă ятпа саламларĕç, кунта ĕçлекенсене яланах тăрăшуллă, пуçаруллă пулма сунчĕç. Ашшĕ-амăшĕсем район администрацине, садикре ĕçлекенсене тав сăмахĕсем каларĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика