06 декабря 2014 г.
Çĕнĕ Шăхранта пурăннă Дарья Осиповнăпа Василий Яковлевич Яковлев çемйинче ывăл хыççăн ывăл çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕсене ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурте çар службинче пулма тивĕç пулнă. Пĕрисем хулара заводсенче ĕçленĕ, теприсем - тăван колхозра. Ашшĕ, Василий Яковлевич, ĕлĕк Волынски полкра службăра тăнă чух 1917 çулта революци салтакĕ пулнă, çакна çирĕплетсе ăна ятран çырнă паллă та панă. Салтакра, выçлăх çулсенче сывлăхĕ хавшанă пулнă. Вăл 1936 çулта çут тĕнчерен уйрăлнă. Ачасем ỹссе çитнĕ май çемье пурнăçĕ те лайăхланса пынă.
Кĕтмен çĕртен ылханлă 1941 çул çитнĕ. Тăван çĕршыва фашистсенчен хỹтĕлемелле. Дария Осиповнăн ывăлĕсене пĕрин хыççăн теприне тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, никама пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешме кайма повесткăсем панă. Вăрçа каясси хăнана каясси мар. Амăшĕ кашни ывăлне йĕре-йĕре ăсатнă. Черечĕ 1923 çулта çуралнă кĕçĕн ывăлне Василие те çитнĕ. Çапла вара вăрçă хирĕнче Дария Осиповнăн ултă ывăлĕ çапăçнă. Пĕри пулеметчик, тепри сапер, тепри минометчик, тепри стрелок... Амăшĕ кашнинчен ырă хыпарсем кĕтнĕ. Çырусем, кĕтнĕ пек, часах килмен. Ун вырăнне пĕр ывăлĕ, 1912 çулта çуралнă Григорий Грошев, 1941 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче çапăçура хыпарсăр çухални çинчен хут илет.
Çырăва малалла тăсиччен çакна каласа хăварам. Дария Осиповнăн ывăлĕсем пĕр хушаматпа çỹремен. Пĕрисем ашшĕ ячĕпе Яковлев хушамата йышăннă. Гриша ятли Грошев хушамата, Максим Баранов хушамата, маларах аслашшĕ-кукашшĕсен хушамачĕ пулнăскерне, йышăннă пулнă.
Пĕр кĕтмен çĕртен Иван ывăлĕ 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче Ленинград облаçĕнче çапăçура пуç хуни, ăна Ленинград облаçĕнчи Старое Панево ялĕнче пытарни çинчен "хура хут" килет. Каллех пысăк хуйхă. Амăшĕн тỹсмелле. Тỹсмелле çеç мар, çĕнтерỹшĕн тылра ĕçлемелле, ывăлĕсене пулăшмалла. Çак çулах Тимофей çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилни, ăна Ржев хули çывăхĕнче пытарни çинчен усал хыпар çитет. Ырра кĕтнĕ вăхăтра Макçăм çапăçура хыпарсăр çухалнине çырса пĕлтереççĕ. 1943 çул иртсе пынă. Икĕ ывăлĕ çапăçаççĕ-ха фронтра. Çĕнĕ Шăхрана каллех усал хыпар çитет: çапăçура йывăр аманнă хыççăн 1916 çулта çуралнă ывăлĕ Андрей 1943 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче госпитальре вилнĕ. Ăна Лаево ялĕ çывăхĕнче пытарнă пулнă, кайран Псков облаçĕнчи Невель-ски районĕнчи Биюрово ялĕнчи масара куçарнă.
Дария Осиповнăн кĕçĕн ывăлне çеç, Василие, кĕтмелли юлнă ĕнтĕ. Василий 1923 çулта çуралнă, сержант пулнă, артиллерист. Сталинграда хỹтĕленĕ чух паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна "Отечественная война" орденпа наградăланă, аслă сержант званине панă (орденне кайран амăшне ярса панă). Вăрçă вĕçленсе пыни паллă пулнă. Ывăлĕнчен çыру та килнĕ. Чун пек кĕтнĕ амăшĕ: пĕтĕм шанчăкĕ Василий çинче пулнă-çке. Василий тăшман çĕрĕ çинче çапăçнă. Çĕнтерỹ кунĕ çывхарса килнĕ чух ăна та пиччĕшĕсен шăпи çитнĕ: Чехословакире пуç хунă вăл. Ăçта пытарни те паллă мар. Ăçта кайса кĕмелле ултă ывăла çухатнă амăшĕн? Мĕнле кăна тỹсĕмлĕх çитнĕ-ши унăн? Аслă Çĕнтерĕве ултă ывăл пани вăл хăех паттăрлăх. Чăн-чăн çĕнтерỹçĕ амăшĕ. Кĕçĕн ывăлĕн ывăлĕ, Николай, Дария Осиповна мăнукĕ, пурăнать-ха. Вăл та ватăлать ĕнтĕ, çитмĕлтен иртнĕ. Юлашкинчен çакна каласшăн. Дария Осиповнăпа ывăлĕсене ĕмĕр асăнса пурăнма районта палăк лартни вырăнлă пулĕччĕ.
Источник: "Каçал Ен"