Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçлĕ çул çỹревре - Иван Моторин

03 декабря 2014 г.

Декабрĕн 2-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕçлĕ çул çỹревре пулчĕ. Район пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе паллашнă май Иван Борисович кунта пурăнакансем, хуçалăхсем патшалăх пулăшăвĕпе епле усă курнипе те кăсăкланчĕ.

Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе Петр Красновпа тата Кияметдин Мифтахутдиновпа пĕрле вĕсем Кивĕ Сĕнтĕр ялне Хайртдиновăн фермер хуçалăхне çул тытрĕç.

Ф.Г. Хайртдиновăн сăвакан кĕтỹ маларахах пулнă, ăна хулăн ай сарăм çинче тытнă. Кашни ĕнерен илекен вăтам сăвăм тăрăх çак хуçалăх районта - виççĕмĕш вырăнта. Кăçалхи 9 уйăхра вăтамран кашни ĕнерен 5300 килограмм сĕт илнĕ фермер. Анчах выльăх-чĕрлĕхе, вĕсене пăхакансене витесĕр меллĕ мар. 2013 çул вĕçĕнче кунта 200 ĕне валли вите тума пикеннĕ. Кун пек ĕçре патшалăх пулăшăвĕсĕр май килменнине ăнланса бизнес-план хатĕрленĕ. Ĕçлени харама кайман, ăна "Çемье ферми" программăпа 5 миллион ытла тенкĕлĕх грант уйăрса панă. Паянхи куна строительство ĕçĕсем вĕçленсе те пыраççĕ, мĕнпур оборудование вырнаçтарнă, ĕнесене сумалли зал та хатĕр. Паллах, патшалăх уйăрнă сумма пысăк пулăшу пулнă уншăн. Кунсăр пуçне фермер хуçалăхĕ хăйĕн продукцине сутса тунă укçа-тенкĕн пысăк пайĕ те асăннă объект çине кайса пырать. Çитес вăхăтра вĕсем сĕт аван антаракан ĕнесем илсе кĕтĕве 35 пуçран 200-е çитересшĕн.

- Пĕр çул хушшинче çакăн пек калăпăшлă ĕç тума нумай вăй-хал, укçа-тенкĕ кирлĕ. Тĕплĕн шутласа, перекетлесе ĕçлетĕр - эсир тĕрĕс çул-йĕр суйласа илнĕ. Кунта хушма ĕç вырăнĕсем, рабочисем валли лайăх условисем пуласси куçкĕретех. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерме, ĕмĕтĕре пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатăп, - терĕ Министрсен Кабинечĕн Председателĕ.

Чернов урамне те уяв çитрĕ

Комсомольски ялĕнчи Чернов урамĕ - çĕнĕ урам. Унта пурăнакансем халиччен çурчĕсене кам электричествăпа, кам вутăпа е çĕр кăмрăкĕпе ăшăтнă. Кăçал вара çут çанталăк газĕ вĕсем патне çул хыврĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех "Газпром межрегионгаз Чебоксары" ООО проектпа монтаж ĕçĕсене пурнăçланă. Урамра пурăнакансем те, тахçанах çак ырлăха кĕтекенскерсем, хăйсенчен мĕн кирлине йăлтах вăхăтра та пысăк хастарлăхпа тунă. Декабрĕн 2-мĕшĕ Чернов урамĕшĕн чăннипех те пысăк уяв пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ, Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасем кунта газ факелне чĕртрĕç, Надеждăпа Николай Алякинсен çуртĕнче те газ плитине çутрĕç. Уяв ячĕпе кунта пурăнакансене саламланă май каçалсене пурнăçа юратма, çемьесенче килĕшỹлĕх, йышлă ача-пăча çуратма сунчĕç.

Тукайсем çĕр улмипе тупăш курасшăн

"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ - çĕр улми çитĕнтерессипе çине тăрса ĕçлекен хуçалăх. Хĕл каçарсан çак çимĕç çуркунне хаклăрах хакпа кайнине шута илсе унта хранилище тума пуçлани çинчен "Каçал ен" çырнăччĕ ĕнтĕ (ноябрĕн 26-мĕшĕнче). И.Б.Моторин çак объектри ĕçсемпе те паллашма кăмăл турĕ. Паянхи куна "Металлист-строй" фирма кунта ĕçсен пысăк калăпăшне пурнăçланă. "Рассвет" ЯХПК председателĕ Вячеслав Никифоров хăнасене çĕр улми упрамăшĕн паха енĕсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 12 миллион тенкĕрен иртет. Продукцие лайăх вырнаçтарса пырсан нумай та вăхăт иртмĕ, вăл хăйĕн хакне татĕ.

Районăн чи пысăк пуянлăхĕ - ĕçчен те хастар халăх. Самана йывăрлăхĕсене, тĕрлĕ чăрмавсене парăнмасăр кирек мĕнле лару-тăрура та малалла талпăнакан, пуçаруллă çынсем пулнă, пур, пулаççĕ те пирĕн тăрăхра. Çакна Иван Борисович та палăртрĕ, Чăваш Ен правительстви пултаруллă çынсене яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика