Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Автобус салонĕнче - алă ĕçĕсем

26 ноября 2014 г.

Чăваш хĕрарăмĕ мĕн ĕлĕкрен алă ĕçĕ тума ăста пулнă. Пир тĕртме те, çăм арлама та, кĕпе-саппун, тутăр çĕлеме те, тĕрлеме те, çыхма та вăхăт тупнă. Халĕ те çак йăлана чунтан юратакансем пур. Маттур хĕрарăмсем пушă вăхăт тупăнсанах тĕрлеме, чĕнтĕр çыхма, тĕрлĕ япаласем ăсталама лараççĕ. Вĕсен ĕçĕсем чăннипех те илемлĕ пулса тухаççĕ. Пĕр-пĕрин паха япалисемпе паллашма, вĕренме час-часах тĕрлĕ выставкăсем йĕркелени пысăк витĕм кỹрет. Сăмахран, кашни çулах районти Акатуйра, "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче, библиотекăсенче алă ĕçĕсен куравне йĕркеленин паха енĕсем сахал мар.

Районта пурăнакансем алă ĕçĕсемпе паллашма, вĕсене хак пама яланах хавас. Анчах та кашниех выставкăна çитсе курма вăхăт тупаймасть çав. Çавна май, çынсем ыттисен ĕçĕсене хаклама пултарччăр тесе, "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕн ĕçченĕ Алена Полякова автомашина салонне тĕрлĕ ĕçсемпе илемлетме шутланă. Çак шухăш пурнăçа кĕнех. Район центрĕнчен тĕп больницăна, ялсене çỹрекен, пассажирсене турттаракан "ГАЗеле" шăпах алă ĕçĕсемпе илемлетнĕ.

- Çитес вырсарни кун Амăшĕсен кунне уявланă май, "Пирĕн аннесен маттур аллисем" выставкăна автомашина салонĕнче йĕркелерĕмĕр. Çакна ахальтен мар, кашни çын вĕсен ĕçне хак пама пултартăр, паллаштăр тесе пурнăçланă, - пĕлтерчĕ Алена Овиковна.

Вырăна çитсе курсан хам та тĕлĕнтĕм. "ГАЗель" салонĕнче илемлĕ чĕнтĕрлĕ салфеткăсем, тĕрленĕ ал тутрисем, çыхнă тĕрлĕ тĕслĕ чечексем пур. Татьяна Ишмуратова (Хырай Ĕнел), Ираида Макарова (Аслă Чурачăк), Елена Жукова (Комсомольски), Зоя Дмитриева (Тăманлă Выçли) ĕçĕсем салона илемлетеççĕ. Ĕненместĕр-и, çитсе курăр! "ГАЗель" номерĕ - Е 477 МУ.

- Чăн малтанах автомашинăра выставка йĕркелеме ыйтни кĕтменлĕх пулчĕ. Район çыннисем мĕнле хаклĕç-ши терĕм. Киров поселокне çула тухнă пассажирсем, больницăна ларса каçакансем тĕлĕнĕвне пытармарĕç, çав тери кăмăллă вĕсем. "Эх! Епле илемлĕ, кунтан тухас та килмест" теççĕ, - пĕлтерчĕ Владимир Волков предприниматель.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика