Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Логопед урокĕсем ачасене аталанма пулăшаççĕ

11 февраля 2013 г.

Комсомольски районĕнчи Вероника Макарова 2011 –мĕш çулта вăтам предпринимательсене хăйсен ĕçне пуçарса яма май паракан гранта çĕнсе илес тесе конкурса хутшăннă. Ачасен кăмăл-сипетне, тавракурăмне аталантарас тĕллевпе тунă бизнес-плана ăнăçлă хỹтĕлесе, логопеди класĕ уçнă.
Пысăках мар пỹлĕм 24 арçын ачапа хĕр ачашăн пĕр-пĕринпе хутшăнмалли, вăйă урлă аталанмалли, калаçăва тĕрĕс йĕркелемелли вырăн пулса тăнă. 4 ушкăна тĕрлĕ ỹсĕмри ачасем çỹреççĕ. Вĕсем вулама-çырма, шутлама, тĕссене уйăрма вĕренеççĕ. Районта хальлĕхе çакнашкал пĕртен-пĕр класс. Çавăнпа логопед урокĕсене кĕçĕннисемпе пĕрлех шкул ачисем те çỹреççĕ. Логопеди енчен йĕркеленсе çитсен те ачасем аталану центрне çỹреме пăрахмаççĕ. Малалла вĕсемпе Ирина Николаева педагог ĕçлет. Эрнере 2 хут тĕрлĕ ялтан ачисемпе килекенсем районта çак класс уçăлни питĕ вырăнлă тесе шутлаççĕ. Логопед урокĕсене çỹрес текенсем нумайлансах пыраççĕ. Вероника Макарова вара пỹлĕме пысăклатса çамрăк амăшĕсен курсне, акăлчан чĕлхи урокĕсем, ачасене вăхăтлăх хăвармалли ушкăнсем йĕркелес ĕмĕтпе пурăнать.

Источник: ГТРК "Чувашия"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика