Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Музей фончĕ пуянланчĕ

19 ноября 2014 г.

Районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕн фончĕ тĕрлĕ экспонатсемпе, ĕлĕкхи япаласемпе, картинăсемпе пуян. Апла пулин те, кашни çулах фонд ỹссе пырать. Сăмахран, кăçал çеç район çыннисем халăх музейне 87 япала парнелерĕç.

Вĕсенчен пĕри - районта Республика кунне ирттернине сăнлакан сăн ỹкерчĕксен альбомĕ. Асăннă альбома район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев парнелерĕ. Çавăн пекех чылайранпа паттăр ентешсен пурнăçĕпе кăсăкланакан, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен шăписене уçăмлатас, вĕсене ăçта пытарнине тупса палăртас енĕпе ĕçлекен Павел Зайцев музее хăй хатĕрленĕ 15 альбома парнелерĕ. "Кооператор" ООО лаборатори заведующийĕ Надежда Иванова 34 тĕрлĕ лимонадпа, минераллă шывпа фонда пуянлатрĕ. Район администрацийĕн культура секторĕн заведующийĕ Василий Васильев, Вадим Шипунов геральдик, Виктор Гаврилов, Илья Сизов кĕнекесемпе журналсем, Николай Белков кительпе пластинкăсем, Анатолий Тимофеев ĕлĕкхи тараса, Иван Павлов тир тасатмалли хатĕр, Алина Куракова çỹçеллĕ авалхи тутăр, Олег Шкаблев тимĕрçĕ вучахĕ, Геннадий Петров Мускав, Бородино, Смоленск, Орша, Волгоград герой-хуласенчен илсе килнĕ тăпра пачĕç.

Парнеленĕ экспонатсемпе музее килекен кашни çын паллашма пултарать. Фонда пуянлатнă çынсене чĕререн тав тăватпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика