29 октября 2014 г.
"Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар", - тенĕ ĕлĕкрен. Çапла каланине илтсен "тĕнчере миçе çын - çавăн чухлĕ шăпа" тени те аса килет. Пĕрисен кун-çулĕ таса уй-хирпе утнă пекех иртет, теприсем пурнăçра ырă йĕр хăварас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшаççĕ. Ахальтен мар çакăн пек çынсене ял-йыш хисеплет, çывăх çыннисемпе тăванĕсем унпа мухтанаççĕ. Çакăн пек маттур, пуçаруллă, хастар, ĕçчен çынсенчен пĕри - Комсомольскинче пурăнакан Илдус Хадзятович Миннетуллин.
Çак харсăр çынна таврара пĕлмен çын çук, республикăра та ăна чылайăшĕ лайăх паллать. Илдус Хадзятович 35 çул ытла районти ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшать. Паянхи кун вăл - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ. Çак ĕçре вара ял пурнăçне юратакан, ял хуçалăх пуласлăхĕшĕн, çитĕнĕвĕшĕн çунакан çын çеç тăрăшма пултарать. Вăл хăйне урăх ĕçре курмасть те иккен, çакна сăмахпа тата тĕслĕхсемпе çирĕплетет.
- Эпĕ хама темшĕн урăх ĕçре курмастăп. Мана ял пурнăçĕ çывăхрах, хулари шăв-шав - ют. Район çитĕнĕвĕшĕн ĕçлени пархатарлăрах. Тăван кĕтес мана яланах хăйĕн ытамĕнче сиктернĕ, сиктерет те, ют çĕре каяс шухăш нихăçан та пулман. Çывăх çынсем, юлташсем, ĕçтешсем çумра пурри ĕçлеме хавхалантарать. Ялта ỹснĕрен-ши, анне-атте мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме хăнăхтарнăран-и, ял хуçалăхĕ маншăн питĕ çывăх, - терĕ Илдус Хадзятович сăмах пуçарса.
Амăшĕпе ашшĕ, Кадире Фераховнăпа Хадзят Шакирзянович, педагогсем пулнă. Вĕсем Чĕчкен шкулĕнче ачасене пĕлỹ панă. Хăйсен ачисене, вĕсем 5-ĕн пĕр тăван пулнă, яланах вĕрентме тăрăшнă. "Çĕршыва юрăхлă çын пулăр, паллакан-пĕлекене чи малтан хăв ырă сун, сĕнỹ-канаш ыйтакана пулăш", - тесе вĕрентсе ỹстернĕ Миннетуллинсем ачисене. Ахальтен мар Илдус Хадзятович кашни çынпа калаçма, сывлăхĕпе кăсăкланма, ваттисене, пĕлекенсене, хисеплĕ çынсене саламлама, вĕсемпе тĕл пулса калаçма вăхăт тупать. Куллен сĕнỹ-канашпа пулăшса пынă агрономсене яланах ырăпа аса илет, тав тăвать.
Илдус Хадзятович - Чăваш ял хуçалăх институчĕн выпускникĕ. Вăл агрономи факультетне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. Хăçан мĕн акса çитĕнтермеллине, çĕре мĕнпе апатлантармаллине, хăçан акана тухмаллине, вырмана пуçăнмаллине вăл лайăх пĕлет. Çĕр ĕçне пилĕк пỹрнине пĕлнĕ пек шĕкĕлчет. Апла пулин те ăсталăхне ỹстерме, çĕр ĕçĕн çĕнĕ технологийĕпе, агротехникипе паллашма пăрахмасть. Вăл ытти облаçсемпе республикăсене çеç мар, ют çĕршывсене те тухса çỹрет. Беларуçра, Финляндире пулса курнине ăшшăн аса илет, унта ял хуçалăхĕ пысăк хăвăртлăхпа аталаннинчен тĕлĕннине пытармасть. Илдус Хадзятович час-часах "Çăкăр çиесси çăмăл мар" текен каларăшпа усă курать.
- Чăн та çапла. Çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетме пултаратăп. Сăмахран, вырмана тухсан хĕрỹ ĕç пуçланать. Тĕш-тырра вăхăтра çапса тĕшĕлесси, пуçтарса алласа, кĕртесси чи малтанах çут çанталăк условийĕсенчен, унтан ял хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшулăхĕнчен килет. Кăçал вăхăтра çумăр çуманни уй-хир культурисене, çĕр улмине ỹсме чарчĕ. Апла пулин те, вырма вăхăтĕнче çанталăкĕ ырă кунсем парнелерĕ, çитĕнтернĕ тыр-пула çухатусăр пуçтарса кĕртрĕмĕр. Çавна май районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, колхозсем çулталăка тупăшлă вĕçлеççех пулĕ тетĕп, - тет вăл кашни хуçалăх çитĕнĕвĕшĕн савăннине пытармасăр. Шăпах вĕсем лайăх ĕçлесе пынипе район, республика кăтартăвĕсем палăрмаллах ỹсеççĕ. Çакă вара ял хуçалăхĕнче чи пĕлтерĕшли. Анчах та юлашки вăхăтра ял хуçалăхĕнче ĕç кадрĕсем çитменни те чăрмав кăларса тăрать çав. Çамрăксем ялта ĕçлесе пурăнас темеççĕ. Темшĕн кунтах çитĕннĕ çамрăксемшĕн ял пурнăçĕ, ĕçĕ - ют. Çак ыйту Илдус Хадзятовича та канăç памасть. Çапах та вăл çамрăк специалистсене патшалăх витĕмлĕ пулăшу парасса, вĕсем ял хуçалăхĕнче ĕçлессе шанать. "Çамрăксем яла килмесессĕн эпир вырăнтан кайсан кам тăрăшĕ? Çамрăк специалистсем çĕн вăй-халпа ĕçе кỹлĕнсен лайăх та", - пăшăрханса калаçрĕ вăл.
Илдус Хадзятович ĕç кунне пỹлĕмре ирттерме хăнăхман. Хутсенчен пушансанах ял хуçалăх кооперативĕсен фермисене, уй-хирĕсене çитсе килет, агрономсемпе, председательсемпе тĕл пулать, кулленхи ĕçсемпе паллашать. Ăçта сĕнỹ-канаш парать, çамрăксене вĕрентет, палăртнă ĕçе ячĕшĕн мар, тĕплĕн пурнăçламаллине, ыттисенчен тĕслĕх илмеллине, паха опыта пĕр-пĕрин хушшинче сỹтсе явмаллине аса илтерет. Пур ĕç-хĕле вырăна çитсе, хăй куçĕпе лару-тăрăва хаклама хăнăхнă вăл. Çавна пулах-ши, пурнăçра ĕçе пĕрремĕш вырăна лартнăран-ши, Илдус Хадзятович канмалли пирки те манать. Сăмахран, вăл юлашки виçĕ çулта отпусксене те пĕтĕмпех канман иккен. Килтен ир-ирех тухса кайни те, сĕм çĕрле килсе кĕни те час-часах пулать. Уй-хирте хĕрỹ ĕç пынă чухне пушшех те. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлани харсăр ĕçченшĕн чи малти вырăнта. Наиля Мирсаидовнăпа Илдус Хадзятович Миннетуллинсем икĕ хĕрпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Пурне те тивĕçлĕ воспитани панă.
- Илфакпа Диляра çемьеллĕ, Дианăпа Илнар мăшăр суйлама васкамаççĕ-ха. Виçĕ мăнукпа савăнатпăр. Пурте тĕп киле пуçтарăнсан кил-çурт ача-пăча сассипе тулать. Акă вăл чăн-чăн телей, - сăмах хушрĕ ĕçчен. Шаннă ĕçе чунтан парăнни ахаль иртмен. Илдус Хадзятовича тăрăшулăхшăн нумай Хисеп грамотипе, Дипломпа наградăланă. - Çĕр çинче пурăнакан кашни çыннăн тивĕç пур тесе шутлатăп, сирĕн тивĕç мĕнре-ши? - ыйтрăм унран.
- Ĕçе нихăçан та ячĕшĕн тума хăнăхман, атте-анне ăна яланах тĕплĕ пурнăçлама вĕрентсе ỹстернĕ. Çавăнпах пулĕ ĕç яланах пĕрремĕш вырăнта пулнă. Çут тĕнчене арçын ача килсен салтака юрăхлă пултăр тенĕ. Эпĕ çак тивĕçе туллин пурнăçланă. Аслă пĕлỹ илнĕ, çемьеленнĕ, ывăлсемпе хĕрсем çитĕнтернĕ, çурт хăпартнă, йывăç лартнă. Пурнăçра ман хыççăн ырă йĕр юлтăр, Миннетуллинсен йăхĕ ỹстĕр. Ман пирки кайран, вăхăт иртсен, ăшшăн, ырăпа аса илччĕр, - пулчĕ хурав.
Илдус Хадзятович паян сумлă юбилейне паллă тăвать. Çулĕсене пăхмасăрах вăр-вар та маттур вăл, унра вăй-хал тапса тăрать. Çынна яланах пулăшма хатĕр пулнишĕн, ырă кăмăлĕшĕн, сĕнỹ-канаш панишĕн ăна пурте хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Илдус Хадзятович - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ. Районти аграри партин ĕçне лайăх йĕркелесе пынишĕн 2003 çулта ăна Терентий Мальцев ячĕпе хисепленекен, 2006 çулта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне йĕркелесе ирттерес ĕçре хастар пулнăшăн Патшалăх статистикин федераци службин медалĕсемпе чысланă. 2004 çулта Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе наградăлани те пысăк чыс.
Источник: "Каçал Ен"