Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçчен çыншăн кун кĕске

22 октября 2014 г.

Тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ çĕрте тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнă ентешсен туслăхĕ çирĕп пулнинчен нихăçан та тĕлĕнме пăрахмастăп. Вĕсем яланах пĕрле пухăнса ларма, уявсем йĕркелеме, палăк уçма вăхăтне те, майне те тупаççĕ.

- Пĕр-пĕринпе хутшăнни, пулăшни, служба вăхăтне аса илни, калаçни пире пĕрлештерсе тăрать, - терĕ сăмах пуçарса районти "Морское братство" союзăн членĕ Николай Иванов.

Николай Иванов 1954 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çĕньялта çуралнă. Ялта 8 çул вĕренмелли шкулта пĕлỹ пухнă. Сĕнтĕрвăрринчи 90 номерлĕ училищĕре каменщик профессине алла илнĕ. 1972 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче каччăна çара кайма повестка панă. Вăл Севастополь хулинче Хура Тинĕс-çар флотĕнче 1972-1975 çулсенче службăра тăнă. Чи малтанах 6 уйăх вĕренỹ центрĕнче пулнă, "котельнăй машинисчĕ" специальноçа алла илнĕ. Ун хыççăн моряка "Находчивый" карап çине çирĕплетнĕ. Çак караппа вăл тăватă хутчен 6-7 уйăх таранах ишевре пулнă.

- Нумай вăхăт ишевре çỹренĕ чухне тĕрлĕ çĕршыв порчĕсене çитме май килчĕ. Эпир Египетра, Румынире, Болгарире, Югославире пулса куртăмăр. Курмалли, пĕлмелли нумай пулнă, çав тери кăсăклăччĕ, - аса илет Николай Иванович. Виçĕ çул та икĕ уйăха тăсăлнă служба вăхăтĕнче Николай Иванович хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Çавăнпах ăна "За дальний поход" жетонпа наградăланă. Карап командирĕ Р.Румянцев тăван ене Тав сăмахĕ яни те унăн маттурлăхне çирĕплетнĕ. Вăл вăхăтра çар чаçĕн ялавĕ патĕнче сăн ỹкерттерсе ашшĕ-амăшне ярса пани пысăк чыс пулнă.

Николай Иванович Каçал тăрăхĕнче çуралса ỹсмен пулин те, ăна кунта пурте паллаççĕ, хисеплеççĕ. Çемье пуçĕ пенсие тухнă пулин те алă усса лармасть, "Отдых" кафере ĕçлет. Мăшăрĕпе, Людмила Александровнăпа, 2 ача çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Дубовка ялĕнче пурăнакан Ивановсем пур ĕçре те маттур. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, кил картинче тăрăшаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика