Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çитрĕ ылтăн кĕркунне

22 октября 2014 г.

Октябрĕн 16-мĕшĕнче Комсомольскинчи 3-мĕш номерлĕ "Асамат кĕперĕ" ача сачĕн музыка залĕ асамлă тум тăхăнчĕ, кĕрхи вăрман уçланки тейĕн. Çак "уçланкăра" кĕркуннене халалласа ирттернĕ уявра икĕ кун хаваслă ача сасси татăлмарĕ. Кашни ушкăнрах мероприятисем иртрĕç, чи кĕçĕннисем вара куракансем шутĕнче пулчĕç.

Ачасене саламлама Ылтăн кĕркунне килсе çитрĕ, пĕччен кăна та мар, вăрманти чĕрчунсемпе: Тилĕ тус, Хăравçă мулкач... Ачасем валли кучченеç илме те манман, тутлă пан улмипе сăйларĕ вĕсене вăл. Анчах та уява чутах Ашапатманпа Ар çури пăсса хуратчĕç. Çапах та ачасем шăратнă юрăсем, илемлĕ кĕвĕ çеммипе ташланисем, пĕр такăнмасăр каланă сăввисем вĕсен кăмăлне çемçетрĕç, малашне ырă ĕçсем тума çеç хăпартлантарчĕç. Ара, çакăн пек илемлĕ вырăнта савăнмасăр, юрламасăр, ташламасăр епле чăтса тăрăн-ха? Шăпăрлансем кĕркуннехи пулăмсемпе те паллашрĕç, хĕвеллĕ çанталăк хăвăртах çумăрпа ылмашма пултарнине пĕлчĕç. "Хĕвел" тухсан ачасем вылярĕç, "çумăр" çусан зонтик айне пытанчĕç. Уяв хыççăн ачасем хăйсен ушкăнĕсене тулли кăмăлпа таврăнчĕç.

Ашшĕ-амăшĕсем те пепкисен уявне пуçтарăнчĕç, вĕсене пур енĕпе те хавхалантарса тăчĕç. Уява çеç çитсе курмарĕç вĕсем, ылтăн кĕркуннепе выставкăра та пулчĕç. Ăна интерактивлă класра йĕркеленĕ. Мĕнле кăна ĕçсем çук пулĕ кунта, пĕринчен тепри илемлĕрех, кăткăсрах. Çакăн пек илемлĕ япаласене ашшĕ-амăшĕ, ачасем тата воспитательсем хатĕрлеме пултарчĕç. Вĕсенчен кашниех хăйне евĕрлĕхĕпе тыткăна илет. Сехечĕ-сехечĕпе киленсе пăхма пулать. Ачасемпе пĕрле тĕрлĕрен теттесем туни (ĕçе вăй çитнĕ таран хутшăнтарни) вĕсен фантазине, тавра курăмне аталантарма май парать. Выставкăна килнĕ кашни çынах ку е урăх ĕçшĕн сасăлама пултарчĕ. Ача садĕнче ĕçлекенсен ячĕпе пурне те тав сăмахĕ каласшăн.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика