Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Уçă сывлăшра ăмăртнă

06 февраля 2013 г.

Иртнĕ шăмат кун Виçпÿртсем сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине пропагандăлас тĕллевпе ял çывăхĕнче ăмăрту йĕркеленĕ, ăна Тавралăха упракансен çулталăкне халалланă. Çак кун пурĕ 50 çын ытла йĕлтĕр çине тăнă.

Чи малтанах Юрий Тихонов тата Николай Биктимиров спортсменсем умĕнче сăмах каланă, ăмăртура ăнăçу суннă.

Ар çынсемпе вĕренекенсенчен финиша пĕрремĕш Кирилл Тихонов (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) чупса тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Евгений Жуковпа (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) Александр Прохоров (ПЧ-31) йышăннă. Çĕнтерÿçĕсене парнесем парса чысланă.

«Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ» ята Антон Биктимиров тивĕçнĕ. Ăмăрту хыççăн пухăннисем вĕри апатпа тата чейпе сăйланнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика