Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Хĕрлĕ Çарăн паттăрлăхне асра тытса

06 февраля 2013 г.

Сталинград патĕнчи çапăçура çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртнĕ. Акă 3 «а» класра вĕренекенсем шкул тата район библиотекисене çитсе Хĕрлĕ Çарăн иксĕлми паттăрлăхĕ çинчен калакан кĕнекесемпе паллашнă, нумай çĕнни пĕлнĕ. Шкул библиотекарĕ Р.Н.Свистунова вĕсемпе истори урокĕ ирттернĕ, викторина йĕркеленĕ.

Настя Ильина республикăри «Эткер» центрăн Сталинград патĕнчи çĕнтерĕве халалланă конкурсне хутшăнса çăмăлах мар ыйтусем çине хурав тупнă, ачасем умĕнче тухса калаçнă.

Çавăн пекех вĕренекенсем «Çĕр тата çынсем» музейре пулса вăрçă çулĕсене халалланă стендсемпе, экспонатсемпе паллашнă, вăрçă тискерлĕхне туйма пултарнă. Юлашкинчен ачасем «Сталинград паттăрĕсем» презентаци хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика