Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçе хăнăхса ỹсет

27 сентября 2014 г.

Урампа утса пыратăп. Уйрăм çуртсенче пурăнакансем ăшă кунсемпе туллин усă курса кăштăртатаççĕ: кам пахчара ĕçлет, тепри картишĕнче тăрмашать, виççĕмĕшĕ юсав ĕçĕ пуçланă, вут-шанкă тирпейлекен те пур.

- "Сенкер çулăмпа" ăшăнатпăр пулин те мунча хутса кĕме те вутти чылай кирлĕ. Çулсеренех çителĕклĕ хатĕрлеме тивет, - сăмахларĕ сывлăх суннине хирĕç кинемей. - Ĕçе пĕччен тума вăй çитмест, юрать мăнукăм пур. Çав тери маттур. Çулĕсене пăхмасăрах, арçын ĕçĕсене пурнăçлать, - тет савăнăçне пытармасăр Анисия Владимирова. Ăна хисеплесе пурте Униççе аппа тесе чĕнеççĕ. Мăнукне, Витьăна, мĕн пĕчĕкренех пăхса ỹстернĕ кинемей. Кинĕ икĕ уйăхри ачине пăхма хăварнă та, унтанпа вĕсем пĕр куна та пĕр-пĕринчен уйрăлман. Пур ĕçе те пĕрле килĕштерсе тăваççĕ. Униççе аппа ачана ĕçе хăнăхтарса ỹстерет, хăçан мĕн пурнăçламаллине вĕрентет, сĕнỹ-канаш парать. Çĕр чавмалла-и, çумламалла-и, пахча çимĕçсене кăлармалла-и - мăнукĕ яланах çумра. 5-мĕш класра вĕренекенскер, хăш-пĕр ĕçсене пĕччен те пурнăçлать иккен. Сăмахран, кăçал мăнукĕпе асламăшĕ пĕр машина вутта çурса, тирпейлесе кĕртнĕ. Витя спортпа туслă, пушă вăхăт тупăнсанах футболла вылять, çуран чупать. Ỹкерме кăмăлланине те пытармасть арçын ача. Ỹкерчĕкĕсене чи малтан асламăшĕ хаклать.

- Асанне - чи çывăх çыннăм, вăл мана чун-чĕре ăшшине панă, юрла-юрла сăпкара сиктернĕ, алăран çавăтса садике илсе çỹренĕ, шкул çулне те эпир пĕрле такăрлатнă. Вулама, çырма, çынсене сума сума вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă. Вăл пурришĕн эпĕ чунтан савăнатăп, - тет Витя хăпартланса.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика