Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Итлеменшĕн ача çăварне скотч çыпăçтарнă

17 сентября 2014 г.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 27 çулхи класс ертỹçи вĕренекенсемпе килпетсĕр пулнине тĕрĕслеççĕ. РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2012-2014 çулсенче вĕрентекен итлемен ачан çăварне скотчпа çыпăçтарнă, ыттисен çамкисем çине килти ĕçе пурнăçламаншăн "2" паллă ỹкернĕ. Унпа пĕрлех пĕррехинче вăл 2-мĕш класра вĕренекенсене урокри ĕçсене парта хушшинче ларса мар, урок тăршшĕпех ура çинче пурнăçлаттарнă иккен. Следстви управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вĕрентекен ачасене ашшĕ-амăшĕсене каласа пама чарнă.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн директорĕ Светлана Михайлова ку ĕç-пуç пирки çапла пĕлтернĕ: "Учитель шкулта 2012 çултанпа ĕçлет. Директор çумĕ тата педагог-психолог тăтăшах вăл ирттерекен уроксене çитсе тĕрĕсленĕ. Вĕрентекенпе ачасем хушшинчи лару-тăру яланах йĕркеллĕ пулнă. 2014 çулхи май уйăхĕнче ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче педагог ĕçрен пăрахассине пĕлтернĕ, июньте хăйĕн ирĕкĕпе ĕçрен хăтарма ыйтса заявлени çырнă. Анчах та август уйăхĕнче вăл хăйĕн ĕç вырăнне килесси пирки пĕлтернĕ. Ун хыççăн ашшĕ-амăшĕсем прокуратурăна кайнă, çав вăхăтрах вара 2 çул хушшинче вĕсенчен пĕри те шкул администрацине ним пирки те пĕлтермен. Паянхи куна, педагог чирлет. 3-мĕшсемпе урăх вĕрентекен ĕçлет".

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи учитель хăтланăвĕсене комментарилеме район прокурорĕн аслă пулăшаканне О.В. Васильевăна тата район администрацийĕн пуçлăхне М.Р. Афанасьева ыйтрăм:

О.В. Васильева: "Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 3-мĕш "в" класра вĕренекенĕн амăшĕнчен заявлени илнĕ хыççăн асăннă фактпа тĕрĕслев ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Çак тĕрĕслев учитель воспитани ĕçĕнче юрăхсăр меслетсемпе усă курнине çирĕплетсе пачĕ. Пухăннă материалсем тăрăх район прокурорĕ постановлени кăларнă, ăна следстви комитетне ярса панă. Следстви комитечĕ пуçламăш класс вĕрентекенĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарчĕ. Суд вара учителе вĕрентỹ ĕçĕнчен пăрма пултарать. Çавăн пекех Комсомольски район администраци пуçлăхĕ ячĕпе шкул директорĕ тĕлĕшпе мерăсем йышăнма предписани янă".

М.Р. Афанасьев: "Комсомольски 1-мĕш шкулĕнче аван мар лару-тăру сиксе тухни питĕ пăшăрхантарать. Шкул ертỹçи çакăн çинчен пĕлсе тăрсах нимле мера та йышăнманни, çăвара шыв сыпса пурăнни тĕлĕнтерет. Район прокурорĕн предписанине илнĕ хыççăн С.В.Михайловăна ĕçрен хăтарнă, шкул директорĕн тивĕçĕсене хальхи вăхăтра Е.С.Свинина пурнăçлать. Ăна директорăн вĕрентỹ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем пирки йышăну кăларма хушу панă".

Районта çакăн пек киревсĕр ĕç пулса тухни пурне те шухăшлаттармалла. Ача вăл - ача, урокра дисциплинăна пăснăшăнах вĕсемпе çавнашкал кăра хăтланма никамăн та ирĕк çук. Пепкемĕрсене учительсене çакăншăн мар, ăс-тăн пама шанса паратпăр-çке. Комсомольски 1-мĕш шкулĕнче пулса иртнĕ ĕçе следстви органĕсем малалла тĕпчеççĕ. РФ Президенчĕ çумĕнче ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Павел Астахов Чăваш Ен Пуçлăхне М.Игнатьева çак ыйтăва çирĕп тĕрĕслесе тăма ыйтнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика