Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Харăсах икĕ садик çĕкленет

02 февраля 2013 г.

Патшалăх пысăк йышлă çемьесене тĕрлĕ майпа хавхалантарма пуçланипе тата пурнăç условийĕсем те лайăхланса пынипе юлашки çулсенче ача çураласси самаях ÿсрĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче районти хăшпĕр садиксем хупăнчĕç те, халĕ пепкесене вырăнсем çитмеççĕ. Çирĕм çул ытла та ача сачĕсем туманччĕ пулсан, паянхи кун Комсомольски районĕнче шкул çулне çитменнисем валли харăсах икĕ объект çĕкленет. Вĕсенче ĕçсем мĕнле пынипе паллашас тĕллевпе февралĕн 1-мĕшĕнче района Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ — социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов тата вĕренÿ, çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Надежда Дмитриева килсе çитрĕç. Шупашкартан килнĕ хăнасем малтанах Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне çул тытрĕç. Петр Степанович икĕ вĕренекене — Артем Мамуткинпа Виктория Матвеевăна — тата вĕсен учительне Владимир Гордеева ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне парса чысларĕ. Çак хисепе Артемпа Виктория «Республика» хаçат ирттернĕ «Эпĕ депутат пулас пулсан» сочиненисен конкурсĕнче çĕнтерÿçĕсен шутне лексе тивĕçнĕ.

Тукай Мишер вăтам шкулĕнче район администрацийĕн пуçлăхне М.Р.Афанасьева, вĕренÿ пайĕн начальникне Н.А.Максимова тата П.С.Красновпа Н.В.Дмитриевăна «Арка» ООО ертÿçипе Ф.Ф.Шарафутдиновпа Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.М.Зайнуллин пулас садикри строительство ĕçĕсем епле пынипе паллаштарнинчен пуçларĕç. «Ĕçленĕ хушăра темле ыйту та сиксе тухать. Тепĕр чухне проекта урăхлатма, малтан улшăнусене проектировщиксемпе килĕштерме тивет», — çакă тата ытти çивĕч ыйтусене пуçлăхсенчен пытарса тăмарĕ тĕп подрядчик. Çапах çакнашкал чăрмавсене пула ĕç чарăнса тăмасть, ыйтусене хăвăрт татса парса малалла тăрăшаççĕ строительсем. Кунта шкул çумне тĕкĕленĕ садик çĕкленсе те ларнă. Унта столовăй та, спортзал та пулĕ. Пристройăн тăррине витнĕ, ăшă батарейисене вырнаçтарнă, котельнăй ĕçлет. Чылай çĕрте урайĕсене сарнă, пĕр вăхăтрах штукатурсем стенасене якатаççĕ. Çăва тухнă çĕре пĕтĕм ĕçе вĕçлесе, йĕри-таврари территорие тирпей-илем кĕртсе ачасене кĕтсе илме хатĕр тăвасшăн.

Комсомольски ялĕнче те ача сачĕн никĕсне янине эпир пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вăл 145 вырăнлăх, 8 ушкăнлăх пулĕ, халĕ черетре тăракансен ыйтăвне тивĕçтерме пултарĕ. Икĕ хутлă çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 2311,32 тăваткал метрпа танлашĕ. Тĕп подрядчикĕ – «Арка» ООО. Райцентрта пурăнакан ачаллă çемьесем чылайранпа кĕтекен объектăн пĕрремĕш кирпĕчне хума хисеплĕ хăнасене шанчĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ — социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов тата вĕренÿ, çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Надежда Дмитриева, район пуçлăхĕ Евгений Карпеев çак ĕçе пурнăçланă хыççăн строительсенчен пĕтĕм ĕçе вăхăтра, пахалăхлă вĕçлесси пирки сăмах илчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика