Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Йывăрлăхра пуçа усман

02 августа 2014 г.

Кĕçĕн Каçал ялĕнче, Кĕтне хĕрринче вырнаçнă хăтлă çуртра 90 çултан иртнĕ кинемей, Матрена Петровна Шалина (хĕр чухнехи хушамачĕ Кокорева) пурăнать. Ăна ялта хисеплесе Матрỹк аппа тесе чĕнеççĕ. Вăл 1924 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче, Питрав кунĕнче, çуралнă. Шел пулин те, 3 çула çитсен унăн амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕрет. Вăл тăван мар амăшĕпе çитĕнет. Мĕн пĕчĕкренех ĕçе вĕрентсе ỹстернĕ Матрỹке. Тырă вырма, утă хатĕрлеме хутшăннă вăл. Вăрçă пуçлансан ашшĕ, Петр Григорьевич, фронта тухса каять. Мавра инке 5 ачапа тăрса юлать. Пĕтĕм ĕç аслă хĕрне, Матрỹке, лекет. Уй-хирте крахмал пуçтарнине, ут кăшкар çулçи пуçтарса килсе курăк яшки пĕçернине паянхи кун пекех ас тăвать. Вăл вăхăтра ỹснĕ кашни ача çакна лайăх пĕлет. 15 çул тултарсан Матрỹк Улатăрта, Алтышевăпа Сосновкăра окоп чавнă çĕре, вăрман касма хутшăнать.

   - Йывăçсене иккĕн пăчкăпа касса йăвантараттăмăр. 1941-1942 çулсенче хĕл çав тери сивĕ тăчĕ. Шăнса, чирлесе чылай çамрăк вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Чĕрĕ юлма мĕнле вăй-хал çитрĕ-ши? - куççульленсе аса илет кинемей.

    Кĕçĕн Каçал каччипе Николай Шалинпа çемье çавăрнă Матрỹк. Шел, пурнăçра телейĕ сахал пулнă хĕрĕн. 25 çултах мăшăрĕ çĕре кĕрет, 2 çулхи ывăл ачапа тăрса юлать çамрăк арăм. Çамрăклах тăлăха юлнăран тепре качча каять вăл.

    Матрỹк аппа ĕмĕрĕпех "Красный маяк" колхозра ĕçленĕ. Чи малтанах сыснасем пăхнă, унтан чăх-чĕп ферминче тăрăшнă. 22 çул, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, дояркăра ĕçленĕ. Шанса панă ĕçрен нихăçан та пăрăнман. Ăна яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланă. Ачисене ура çине тăратассишĕн, вĕсене тивĕçлĕ воспитани, пĕлỹ парассишĕн çуннă.

    Матрена Петровнăпа калаçса ларатăн та, вăл 90 çул хушшинче мĕн чухлĕ терт-нуша тỹснине ăша хыватăн. Пурнăç çулĕ çăмăл пулман пулин те вăл нихăçан та пуçа усман, шав малалла ăнтăлнă. Çавăнпах пулĕ 9 теçетке пурăнма вăй-хал çитернĕ. Паянхи кун вăл килте пĕчченех пурăнать пулин те, чăх-чĕп тытать, кушаккипе йăпанать. Тăван киле ачисем, мăнукĕсем пуçтарăнсан чунтан савăнать. Вĕсем çемье тĕревĕ пулнишĕн хĕпĕртет. Ăрăва тăсакансем пур пулсассăн - пурнăçа ахаль пурăнса ирттермен.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика