26 июля 2014 г.
"Ĕçне кура хисепĕ" текен ваттисен каларăшĕпе килĕшсе ун вырăнне "Кăмăлне кура хисепĕ" тесе те хушса хурас килет. Çĕнĕ Каçалта пурăнакан Елизавета Константиновна Сорокинапа курнăçиччен эпĕ вăл вĕрентнĕ, халĕ Васильевка, Дубовка, Çĕнĕ Каçал ялĕсенче пурăнакан çынсемпе калаçса пăхрăм. Вĕсем - тĕрлĕ ỹсĕмри, тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансем. Анчах та пĕринчен те ун пирки сивлек сăмах илтмерĕм. Апла пулсан Елизавета Сорокинана хисеплеççĕ, сума сăваççĕ.
Елизавета Константиновна Асанкасси хĕрĕ пулнă. Вăрçă умĕн çуралнăскер терт-нушине сахал мар курса ỹснĕ. Унăн ачалăхĕ вăл вăхăтри нумай-нумай шăпăрлансенчен пĕрре те уйрăлса тăман: выçăллă-тутăллă пурăннă, тумтир, атă-пушмак енчен йывăр килнĕ, пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса ỹснĕ... Çамрăк хĕрĕн вĕренес ăнтăлăвĕ пысăк пулнă. Амăшĕ те хĕрĕн ĕмĕт-хавалне ăнланса тăрăшнă. Темле хĕн пулсан та Е.Копташкина (хĕр чухнехи хушамачĕ) Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕрет. Унтах хваттерте пурăннă. Занятисене пысăк хавхаланупа çỹренĕ, преподавательсем ăс панине ăша хывса пынă, обществăлла ĕçсенчен те айккинче юлман. Училищĕне ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн тăван ялах таврăнать. Шкулта вожатăй пулса ĕçлеме пуçлать. Çав çулсенче Елизавета Константиновна хăйне пуçаруллă, хастар пулнипе кăтартса парать. Ачасемпе ĕçленипе пĕрлех пултаруллă çамрăксемпе агитбригада йĕркелеççĕ. Программăра юрă-ташăсем, такмаксемпе юптарусем, кĕске инсценировкăсем те пулнă. "Ялтан яла çуран çỹренĕ. Кирек мĕнле çанталăкра та çула тухнă. Пире хапăлласа, кашни номерех алă çупса йышăнатчĕç",- аса илет Е.Сорокина. Анчах та унăн чунĕ ачасем патнех туртнă. Кĕçĕн классене пĕлỹ пама вĕренсе тухнă-çке вăл. Кĕçех вăл Дубовка ялĕнчи пуçламăш шкулта ĕçлеме пуçлать. Пĕрремĕш хут шкул алăкне уçакансене çырма-вулама, шутлама, хăйсене тыткалама хăнăхтарать. Ун кун-çулĕ Дубовка шкулĕпе çыхăнать. Вăл ĕçленĕ çулсенче ку ялти пуçламăш шкултан 8 çул вĕренмелли шкул туса хураççĕ. Вĕренỹ коллективĕпе унăн никĕсне çирĕплетес тĕлĕшпе нумай тăрăшнă. Классене кирлĕ педагогика хатĕр-хĕтĕрĕпе пуянлатнă. Темиçе директорпа та ĕçлеме тỹр килнĕ унăн. Çапах та Геннадий Васильевич Удин ятне уйрăмах ырăпа асăнать. Вăл вăхăтра строительство ĕçĕсем чылай тунă. Вĕренỹ, обществăлла ĕçсем, спорт енĕпе те Дубовка 8 çул вĕренмелли шкулĕ районта палăрса тăнă. Çакă вăл ĕçлеме пăрахсан та малаллах тăсăлнă. Шкул лесничестви пулнă. Çулсеренех йывăçсем нумай лартнă. Лартнипе çеç мар, вĕсене ачасем пăхса тăнă. Ку, паллах, ачасене экологи воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Дубовкăри 8 çул вĕренмелли шкул лесничестви республика шайĕнчи конкурссенче, ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтерỹçĕсен ретне кĕнĕ. Производство бригадине çỹрекен ачасем тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерсе ĕçе хăнăхса ỹснĕ. Елизавета Константиновнăпа калаçса ларатăп та, хăй çинчен ытлах пуплеме тăрăшмасть вăл. "Пĕрле ĕçленĕ, коллектив пĕр чăмăр пулнă",- тет çеç. Вăл вĕрентнĕ ачасен сăмахĕсем тăрăх ăста педагог пулнине çирĕплетеççĕ. "Ун урокĕсенче шăплăх хуçаланатчĕ", "Усăсăр ятласа мар, ăшшăн калаçса чуна уçатчĕ", "Елизавета Константиновна сасси тăван анне сасси пекехчĕ" - çаксем унăн вĕренекенĕсен хăш-пĕр сăмахĕсем çеç. Вĕсем çумне тата мĕн хушса калăн ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра Елизавета Константиновна Çĕнĕ Каçал ялĕнче пĕчченех кун кунлать. Мăшăрĕ 19 çул каялла çĕре кĕнĕ. Икĕ ывăлĕ çĕршывăн тĕрлĕ хулисенче ĕçлеççĕ. Е.Сорокина кичемленсе лармасть. Хĕл кунĕсенче хаçат-журнал вулать. Çулла, пахчара ĕçленисĕр пуçне, вăрмана кăмпа-çырлана çỹрет.
Ăна ку тăрăхра пурте хисеплеççĕ. Ку вара - чи пахи. Хисепе çĕнсе илмелле.
Источник: "Каçал Ен"