19 июля 2014 г.
Пĕлтĕр эпир çамрăксен ушкăнĕпе Урмаелĕнче иртекен Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен пултарулăхĕн "Урмай Залида" фестивальне хутшăнтăмăр. Çакăн хыççăн пире чăваш çамрăкĕсен "Сувар" обществин ертỹçи Олег Цыпленков-Чунташ, чун çỹреве хутшăнма сĕнчĕ. Июнĕн 24-мĕшĕнче районта иртнĕ Республика кунĕнче, "Урмай Залида" фестивальте пултарулăхпа анлăн паллаштарнă хыççăн, ывăннине пăхмасăрах, ансамбле çỹрекенсем (Альбинăпа Виктор Кокшинсем, Галинăпа Валерий Ванюркинсем, Нинăпа Петр Зайцевсем, Маргарита Федорова, Сергей Читнаев, Людмила Нямукова, Галина Быкова, Елена Савельева, Алена Хораськина, Ирина Николаева) Çĕпĕре илсе çитерекен чун çỹреве пуçтарăнтăмăр. Чун çỹревĕн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикинче кăна мар, пĕтĕм тĕнчере пурăнакан чăваш халăхĕн историне тĕпчесси, унăн паллă çыннисем çинчен пĕлсе вĕсен ятне халăхра анлă сарасси. Ку вăл çирĕм пиллĕкмĕш чун çỹрев, унта Чăваш Енри хĕрĕх пĕр çын хутшăннă. Вĕсен хушшинче - журналистсем, писательсем, чăваш чĕлхи вĕрентекенсем, эстрада юрăçисем, Муркаш районĕнчи "Палан" ташă ушкăнĕ тата "Кубняночка" ансамбль юрăçисем.
Пĕрремĕш чарăну "Нарспи" поэмăн авторĕ Константин Иванов çуралса ỹснĕ Пушкăрт Республикин Слакпуç ялĕнче пулчĕ. Кунти чăвашсем пире çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Эпир малтанах К.Ивановăн вил тăприйĕ çинче пултăмăр, кунти музейпа паллашрăмăр. Куракансене концертпа савăнтартăмăр.
Тюмень хулинче пире Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ỹснĕ Андрей Юрьевич Николаев ентеш кĕтсе илчĕ, пурăнмалли вырăнсемпе тивĕçтерчĕ. Вăл - Тюмень хулинчи Чăвашсен культурăпа наци центрĕн ертỹçи.
Тюмень хулинчен чылай аякри, çĕр айĕнчен тапакан вĕри çăл куçра шыва кĕрсе киленни те асрах.
Çĕпĕрте, Иртыш шывĕ хĕрринче, Тобольск çывăхĕнче Чăваш тăвĕ текен вырăн пур. Ку вырăнта ХVIII ĕмĕрте Ермак çа-рĕсем Кучум çарĕпе çапăçнă (ун чухне вăл çарсем Атăлçи Пăлхар патшалăхне кĕнĕ). Ермак çарĕнчи Чăваш ятлă Атăлçи пăлхарсен аслă та чаплă полководецĕ, çар ертỹçи пуçне хунă. Унăн вил тăприйĕ çак вырăнта. Эппин "чăваш" текен сăмах вăл чăваш халăхне пуçласа яракансенчен тухнă. Каярахпа чăвашсем пăлхарсенчен уйрăлса тĕрлĕ вырăнсене йышăнса анлăн ĕрченĕ. Çак вырăн паянхи кун та Чăваш тăвĕ ятпа упранать, управ зони шутланать. Кунта "Сувар" общество тăрăшнипе юпа лартнă. Эпир çак ту çине хăпартăмăр, паттăрсене пуç тайрăмăр. Петр Зайцевпа Сергей Читнаев Иртыш шывĕ çинче Ермак мĕнле паттăррăн çапăçни çинчен юрă аса илсе юрласа яни экскурсоводсене тĕлĕнтерчĕ.
Туçи Алтай (Горный Алтай) хулине çитсе курни те асрах. Туçи Алтай - Алтай Республикин тĕп хули. Туçи Алтай хулинчен 250 çухрăмра Онгудай районĕнчи Ело ялĕ çумĕнче уяв ирттерекен уçланкă пур. "Эл Ойын" алтай халăхĕн наци уявĕ, тĕрĕк тата славян халăхĕсене пĕрлешме пулăшакан мероприяти. Чăвашла куçарсан Çĕршыв уявĕ е Республика кунĕ. Ăна икĕ çулта пĕрре ирттереççĕ. Уяв программи питĕ анлă та пуян, вăл виçĕ куна пырать. Кунта вырăнти фольклор ушкăнĕсем, ют çĕршывсенчен килнĕ хăнасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.
Эпир те хамăрăн программăна кăтартрăмăр. "Кубняночка" ансамблĕн "Акатуй" композицине куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Алтай Республикин Культура министерстви Тав хучĕ парса чысларĕ.
Асра юлнă самантсенчен пĕри - Алтай халăхĕн историйĕ çинчен ятарласа хатĕрленĕ театрализациленĕ представлени. Кунта 40-50 юланутçă, тепĕр 40-50 "кашкăрсен" ушкăнĕ, çĕршер ташлакан ача-пăча, паллă артистсем. Представлени содержанийĕ те анлă; хĕн-хур айĕнче пурăнса куçса çỹрекен йăхăн тусем хушшинче кăкăр ачисене хăварма тивет. Çак ачасен йĕри-тавра кашкăр кĕтĕвĕ çаврăнать. Анчах та кашкăр ами ачасене тĕп тума памасть, хăйĕн хỹттине илсе пăхса ỹстерет. Пилĕк кăкăр ачинчен пилĕк паттăр çитĕнет. Паттăрсем тусем хушшинче пурăнакансен хĕрĕсене вăрласа кайса çемье çавăраççĕ, çĕнĕрен çĕнĕ ăру пуçласа яраççĕ, хăйсем пурăнакан вырăна хỹтĕлесе тăшмансемпе çапăçаççĕ, Раççейпе пĕрлешеççĕ, тĕрĕк халăхĕсене чăмăртанма пулăшаççĕ. Çавна кăтартса юланутçăсем пĕтĕм тĕрĕк халăх ялавĕсене вĕлкĕштереççĕ. Çак ялавсем хушшинче чăваш çĕршывĕн ялавне курсан паллах чун савăнать. Юлашкинчен юланутçăсем "Эл Ойын" уявĕн ялавне çỹллĕ ту çине çирĕплетрĕç.
Тĕлĕнмелле те пек, уява пынă пĕтĕм халăх, министрсенчен пуçласа сутуçăпа ахаль куракан таранах, тусем хушшинчи уçланкăра йĕркеленĕ палатка хулинче пурăнать. Кунта кирлĕ условисем те йĕркеленĕ, пăрăх тăрăх пыракан тусем хушшинчен тухакан минераллă шыва ĕçсе киленме пулать. Пурте пĕрле кăвайт умĕнче ирчченех чăваш юррисем шăрантартăмăр.
Каялла килекен çул çинче паллă актер, режиссер тата писатель Василий Макарович Шукшин çуралса ỹснĕ вырăнта - Сростки ялĕнче пулса куртăмăр. Пушкăртстан Республикинчи Красноусольск хулине çитсе курни те асрах.
Пушкăртстан Республикинчи Чăваш Хурамал ялĕнче тĕнчипе паллă академикăн, Оренбург облаçĕнчи гель завочĕн никĕсне хываканĕн Василий Николаевăн вил тăприйĕ çинче пултăмăр, музейра унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр. Каçхине Культура керменĕнче вырăнти артистсемпе пĕрле концерт лартрăмăр. Вĕсем чăвашла тасан калаçни, чăваш юрри-кĕввине питĕ нумай пĕлни, сцена çинче тăхăнмалли çи-пуçĕ пуян пулни тĕлĕнтерчĕ. Культура керменĕсем вара ялта пулсан та çав тери пысăк, илемлĕ, хăтлă та чаплă.
Тутарстан Республикине çитсен, паллах, Сиктĕрме ялне кĕмесĕр иртме ниепле те май çук. Сиктĕрме ялĕ кунта Чăваш çĕршывĕнчен 11 çемье куçса килнинчен пуçланса кайнă. Малтанах Кивьял тенĕ. Халĕ вара ку таврара 7 чăваш ялĕ. Ялĕсем пысăк, çыннисем йышлă. Сиктĕрме ялĕнче анчах пине яхăн хуçалăх. Унти чăвашсем Петĕр Хусанкай музейне те лайăх тытса тăраççĕ. Экскурсовод каласа панинчен çакă асра юлчĕ, чунра тарăн йĕр хăварчĕ. Петĕр Хусанкай хăй пурăннă вăхăтри тĕл пулусенче те, произведенийĕсенче те яланах çак шухăша палăртнă: чăвашсен Раççей халăхĕсемпе пĕр пурнăçпа пурăнмалла, анчах та хамăр чăваш пулнине манмалла мар. Чăнах та, толерантность текен сăмах халĕ питĕ модăра, калаçнă чух унпа нумайăшĕ усă курма юратаççĕ. Анчах та ĕçпе çирĕплетсе паракан сахал. Кунта чи малтанах Петĕр Хусанкайран тĕслĕх илмелле. Мĕн чухлĕ вилĕмсĕр произведени çырнисĕр пуçне, миçе халăх чĕлхине пĕлсе нумай-нумай куçарусемпе ĕçленĕ Петĕр Хусанкай.
Тата кăштах кайсан Пỹлер текен вырăна (Билярский святой источник) çитрĕмĕр. Кунта çỹллĕ сăрт çинче тутарсемпе çапăçса вилнĕ чăвашсене асăнса лартнă палăк-юпа умĕнче пултăмăр. Çак пархатарлă вырăнта чун çỹреве хутшăнакансене чăваш çамрăкĕсен "Сувар" обществин ячĕпе Олег Цыпленков пурне те Чунташ ятне çирĕплетекен хут парса чысларĕ.
Пăлхар (Великий Булгар) хулинче те пултăмăр. 1236 çулта çак хулана тĕпĕ-йĕрĕпех çунтарса янă. Ун çинчен Валери Туркай сăвă çырнă. Кунта та чăвашсем пысăк йĕр хăварнине пĕлтерекен юпа пур.
"Кубняночка" ансамблĕн репертуарĕ кăçал татах çĕнĕ юрăсемпе пуянланчĕ. Вĕсенчен пĕрин ячĕ - "Çăкалăхри Акатуй". Çак юрăра çапла сăмахсем пур: "Çич хулана çитрĕмĕр, çич çĕр кĕвĕ илтрĕмĕр. Çĕр-çĕр ялта пултăмăр, халăх чапне пĕлтĕмĕр". Çак сăмахсене пирĕн чун çỹрев çинчен хывнă тейĕн. Кун хыççăн хамăр чăваш пулнишĕн мухтанмалăх, савăнмалăх тата нумай сăлтав тупăнчĕ. Чăваш Ене кĕрсен О.Цыпленков-Чунташ чун çỹреве пĕтĕмлетсе пирĕн ушкăна тав турĕ, çитес çул Азербайджан Республикине кайса курма сĕнчĕ.
Источник: "Каçал Ен"