19 июля 2014 г.
Ревокат Прохорович Моисеев тесессĕнех куç умне пуян чун-чĕреллĕ, пысăк опытлă, тарават, уçă та ырă кăмăллă çын сăнарĕ тухса тăрать. Вăл 9 теçеткерен каçнă пулин те паян та вăр-вар, маттур çỹрет. Çирĕп сывлăхăн вăрттăнлăхĕ - ирсерен физзарядка туни, çуран утни, хĕлле йĕлтĕрпе, çулла çуран чупни, вăрмана уçăлма çỹрени. Ревокат Прохорович çулĕсене пăхмасăрах пур ĕç валли те вăхăт тупать. Пирĕн хаçатпа та, республикăри нумай хаçат-журналпа та вăл çыхăну тытать, тăтăшах унăн материалĕсем пичетленеççĕ. Калавсем те çырать, вулакансене хумхантаракан ыйтусене те час-часах хускатать автор. Ахальтен мар обществăлла корреспондента, Ревокат Моисеева кăçал Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсенче "Халăх корреспонденчĕ" ята парса чысларĕç. Вăл Чăваш Республикинче çак ята тивĕçнĕ пĕрремĕш çын.
Периодикăпа çеç мар, ĕçпе вăрçă ветеранĕ кĕнекепе те туслă. Çулталăкне вăл çĕр-çĕр кĕнеке вулать. Вăл "Шанчăк" клуб членĕ те. Районта иртекен мероприятисене те хастар хутшăнать ватă. Пурнăçра яланах чи малта, ыттисене ертсе, вĕрентсе пыма хăнăхнă çыннăн паянхи кун та вăй-халĕ çирĕп пулни савăнтарать. Унран пирĕн, çамрăксен, тĕслĕх илмелли пурах.
Ревокат Прохорович Шупашкар районĕнчи Шарпаш (Ойкасси) ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ, пурнăç çулĕ ăна 1957 çулта пирĕн района илсе çитернĕ - Госбанкăн Комсомольски районĕнчи уйрăмĕн управляющийĕ пулма çирĕплетнĕ. Ревокат Прохоровичăн ĕçри, обществăри ĕçĕсене тивĕçлипе хакланă. Çар наградисем çумне мирлĕ пурнăç наградисем те хутшăннă. СССР Халăх контроль комитечĕ хисеплĕ ятпа чысланă, Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕ виçĕ хутчен, Патшалăх Канашĕ икĕ хутчен Хисеп грамотисем панă. Раççей Журналисчĕсен союзĕн правленийĕн Хисеп хучĕ те çемье архивĕнче типтерлĕн упранать. Вăл - Госбанк отличникĕ. СССР Госбанкĕн Чăваш Республикинчи кантурĕ тата республикăри ветерансен совечĕ унăн ятне хăйсен Хисеп кĕнекисене кĕртсе чысланă. Пĕр сăмахпа каласан, чăннипех те чыс-хисепе тивĕçнĕ çын пурăнать пирĕн районта. Кăçал, июнĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче Ревокат Прохоровича Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ ятпа чыслани те пысăк сум.
- Хам урăх районта çуралса ỹссе, пурнăçа Комсомольски районĕпе çыхăнтарнăшăн пĕрре те ỹпкелешместĕп. Манăн тăван кĕтес - эпĕ пурăнакан вырăн. Çак тăрăхăн хисеплĕ çынни пулни вара татах та пурăнма вăй-хăват парать, - терĕ Ревокат Прохорович савăнăçне пытараймасăр.
Источник: "Каçал Ен"