09 июля 2014 г.
Çак кунсенче Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Павел Григорьевич Маринпа тĕл пулса калаçма тỹр килчĕ.
Вăл 1928 çулта хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Çак çемьере виçĕ ывăл килĕштерсе ỹснĕ. Павăл çемьере иккĕмĕш ывăл пулнă. Кĕçĕн Каçалти 7 çул вĕренмелли шкула вĕренсе пĕтерсен тăван колхозра тăрăшса ĕçленĕ. 1948 çулта Павăл Марина салтака кайма повестка параççĕ. Каччă Хабаровск хулине çитет, тинĕс-çар флотне лекет.
Пилĕк çул иртсен моряк тăван яла таврăнать, Кỹкеç хĕрĕпе Зоя Николаевнăпа çемье çавăрать. Пурнăç урапи малалла чупать. Павел Григорьевич ферма заведующийĕнче ĕçлет, каярахпа унăн Елчĕк районĕнчи военкоматра ĕçлеме те тỹр килет. Тăван ял хăй еннех туртать. Яла килсен 4 çул колхозра бригадирта вăй хурать. Кунта çамрăк специалист халăхпа ĕçлесе нумай опыт пухать, хресченĕн терт-нушине лайăх ăнланать.
1960 çулта Павел Григорьевича ял Совечĕн председательне суйлаççĕ. Çак ĕçре вăл 7 çул ырми-канми тăрăшать. Вăл ертсе пынипе ял урамĕсенче йывăçсем лартаççĕ, хăй те ял халăхĕпе пĕрле тăрăшса ĕçлет. Çак тапхăрта вăл вăтам пĕлỹ илет. Ăна ял Совечĕн депутатне суйлаççĕ.
1967 çулта Павел Григорьевича "Красный маяк" колхозăн пуçлăхне суйлаççĕ. Ку ĕçре нумай çул тăрăшса ĕçлеме тивнĕ Павел Григорьевич Маринăн. Патшалăх планне аш-какайпа, сĕтпе, тыр-пулпа, çĕр улмипе кашни çулах вăхăтра пурнăçлаççĕ Кĕçĕнкаçалсем. Çак вăхăтра хурт-хăмăр ĕрчетесси те сарăлса пырать, икĕ çĕрте утарсенче хурт-хăмăр ĕçченĕсем вăй хураççĕ. Уйрăмах Павел Краснов утарçă патĕнче районти семинарсене час-часах ирттереççĕ. Сурăхсем ĕрчетесси те ăнăçлă пулса пырать. Çак ĕçре вĕсем Чăваш Республикинче малти вырăна тухаççĕ. Хуçалăха кроликсем илсе килеççĕ, ку ĕçре те тăрăшуллă ĕçлеççĕ Кĕçĕнкаçалсем. Çутçанталăка упрассине те манмаççĕ "Красный маяк" ĕçченĕсем, çамрăк хыр посадки лартаççĕ. Асăннă хуçалăхра мелиораци ĕçĕсем питĕ хăвăрт аталанса пыраççĕ. Темиçе кỹлĕ чавнă çак вăхăтра, шел пулин те паянхи куна пурте сыхланса юлайман. Пĕр кỹллине "Марин кỹлли" тет ял халăхĕ. Çак тапхăрта Павел Григорьевича темиçе хутчен те райсовет депутатне суйлаççĕ.
1982 çулта П.Г. Марин "Комсомольский" совхозăн управляющийĕнче ĕçлеме пикенет. Çĕнĕ вырăнта та çăмăлах пулман ертсе пыракана. 6 çул тăрăшать вăл çак ĕçре. Тĕрлĕ çĕрте тăрăшса ĕçленĕшĕн нумай орденпа медаль тата Хисеп хучĕсем илме тивĕçлĕ пулнă Павел Григорьевич. Ял çыннисем те хисеплеççĕ ăна.
Павел Григорьевичпа Зоя Николаевна виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. 6 мăнукĕ тата вĕсен 7 ачи яланах килсе тăраççĕ, савăнтараççĕ Маринсене. Паянхи кун та ахаль лармасть Павăл пичче, хурт-хăмăр ĕçне килти хуçалăхра йĕркелесе пырать. Ĕçпе хисепе тивĕçнĕ Павел Григорьевича сывлăх сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"