Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çур ĕмĕр ытла пĕр çулпа

05 июля 2014 г.

 Çемье - общество тĕрекĕ. Акă РФ Патшалăх Думин депутачĕсем пуçарнипе çиччĕмĕш çул ĕнтĕ эпир Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тăватпăр. Çемье телейĕ вăл - ача-пăчана тĕрĕс воспитани парса ỹстернипе мăшăрсем пĕр-пĕрне хисепленинче. Пирĕн районта килĕшỹллĕ çемьесем сахал мар. Вĕсенчен пĕринпе, Комсомольскинче пурăнакан Валентина Алексеевнăпа Гликерий Ефимович Софроновсен çемйипе паллаштарам-ха сана, вулаканăм.

    Тăпăл-тăпăл хăтлă çурт. Картиш тулли чăх-чĕпне шăкăл-шăкăл калаçса апатлантаратчĕ мăшăр эпĕ кĕнĕ вăхăтра. - Ялти çыннăн ĕçĕ сахалах мар, çуллахи кун пушшех те. Ара çăвăн пĕр кунĕ çулталăкĕпе тăрантарать-çке, - пуплерĕ 73 çула ярса пуснă кинемей. Халĕ вĕсем сурăхсем, шултра выльăхран вăкăр çеç усраççĕ.

    - Çамрăкрах вăхăтра икшер ĕнепе вăкăр усрани те пулнă. Халĕ вăйсем те ĕлĕкхи мар, - кăшт хурланчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Çителĕклĕ пурăнаççĕ Софроновсем. Паллах, ку тăрăшмасăр пулакан япала мар. 6 соткă çĕр çинче мĕн кăна çитĕнтермест-ши мăшăр? Кишĕр, суханĕ-ыхри, фасоль, пăрăç, купăстипе çĕр улмийĕ те юнашарах ỹсеççĕ. Пахча хĕрринерех хăярпа помидор валли пысăк теплица ăсталаса хунă. Унсăр пуçне вĕлле хурчĕпе те туслă иккен çемье пуçĕ. - Хамăра çитет. Ачасем те пылсăр лармаççĕ, - каларĕ Гера пичче. Савăк кăмăллă та тарават çынсем Валя аппапа Гера пичче. Пĕр ĕçрен те хăрамаççĕ, вĕсен аллинче ĕç вĕрет. Çулне кура мар кил хуçи, 78 çула çитнĕ пулсан та, арçын патне выльăх-чĕрлĕх чирлесен пулăшу ыйтма килеççĕ. Акă алăкран шаккарĕç.

    - Часах тухатăп, кăштах кĕтеймĕр-и? - ăшшăн калаçрĕ ватă пĕр тутар йĕкĕчĕпе. Хуйхă çитнĕ иккен унăн, чĕлхесĕр янаварĕ хытах чирленĕ, çавăнпа та пулăшу ыйтма опытлă тухтăр патне пĕр шутламасăр çул тытнă.

    Гликерий Ефимович Çĕрпỹ районĕнчи Чиркỹллĕ Патăрьел ялĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă. Ачалăхĕ вăл вăхăтра никамăн та çăмăлах пулман пуль. Вăрçă хыççăнхи çулсем.... Куççульпе тулнăскерсем-çке вĕсем...

    - Тумланма тумтирĕ çукчĕ, урана тăхăнма пушмакĕ пулман. Çăпата сыраттăмăр çавăнпа, - аса илет арçын иртнĕ кунсене. 14 çул тултарсан йĕкĕт Канаш хулине çул тытать. - Кĕтекен те çук, анчах та питĕ вĕренес килетчĕ, - калаçу çăмхине сỹтетпĕр чей ĕçсе ларнă май. Гера кунта вакун юсакан завода ĕçе вырнаçать, каярах вара каçхи шкула вырнаçса 10 класс пĕтерет. Ун хыççăн Канаш хулинчи чукун çул училищине вĕренме кĕрет, тимĕрçĕ дипломне алла илет.

     - ВРЗ-ра ĕçленĕ май тĕрлĕ çĕршывсенче пулса куртăм. Манăн пурне те пĕлес килетчĕ. Шухă çамрăклăх мар-и? Пысăк хула илĕртрĕ, çавăнпа та Хусана çул тытрăм, - вăл вăхăтри пурнăçĕпе паллаштарчĕ Гера тете. Анчах та вăл унта пĕччен мар, савнă хĕрĕпе, кỹршĕ урамра пурăнакан Вальăпа кайма шут тытать.

    - Хам та савнă эпĕ Герăна, çавăнпа та пĕр шухăшласа тăмасăрах килĕшрĕм, - кăшт кулкаларĕ мăшăрĕ. - Темĕн те пулнă пурнăçĕнче, пире вара йывăрлăхсене çĕнтерме пĕр-пĕрне шанни, ăнланни тата тỹсĕмлĕх пулăшрĕ, - хăйсен çемье вăрттăнлăхне уçрĕ Валя аппа. Çапла, 51 çул пĕрле пурăнасси уй урлă каçасси мар. Хусан хулинче Гера ветеринара вĕренме кĕрет. Аван ĕлкĕрсе пынă çамрăк арçын вĕренỹре. - 4-мĕш курсра вĕреннĕ чух Удмуртине практикăна ячĕç. Унти вĕрентекенĕмсене, Григорий Степанович Клюжевпа совхоз директорне Василий Порфирьевич Гришина, чĕререн тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем панă ăс мана пурнăçа тĕрĕс илсе пыма пулăшрĕ тесе шутлатăп, - терĕ Гликерий Ефимович.

    Практикăра 7 уйăх ирттернĕ хыççăн каялла хулана вĕренме таврăннă. Вĕренсе пĕтерсен мăшăра Комсомольски тăрăхне ĕçлеме яраççĕ. Çулталăк çурăри ачаллă çамрăксене Кĕçĕн Каçалти Жирновсен çемйи хăйсен килне пурăнма вăхăтлăх вырнаçтарать. Ветлечебницăра ĕçлеме пуçланăскере часах патшалăх пурăнма вырăн тупса парать. Гликерий Ефимович унта 1966-1985 çулсенче тăрăшать, каярах совхоза куçать. Кунтан вара арçын, пенсие тухать пулин те, пурпĕрех ĕçрен каймасть.

    - 6 çул ĕçлерĕм. Хăнăхнă, юратнă ĕçрен кайма йывăр пулсан та вăхăт шелсĕр, хăйĕннех тăвать, - шухăшланăн каларĕ вăл. Мăшăрĕ, Валентина Алексеевна, общепита вырнаçнă. Унта вăл 28 çул ырми-канми тăрăшнă. Каярах сăра кăларакан заводра ĕçленĕ.

     - Эпĕ сăра йỹçĕтекен цехраччĕ, - терĕ кил хуçи арăмĕ. Валя аппапа Гликерий Ефимович 3 ача: 2 ывăлпа 1 хĕр çитĕнтернĕ. Хĕрĕ, Светлана, ашшĕ çулĕпе каяс тенĕ ахăр? Выльăх-чĕрлĕх тухтăрне вĕренсе тухнă. Ывăлĕсем, Олегпа Николай, Мускаври вăрман институтĕнче пĕлỹ пухнă. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ, кашниех тĕрлĕ хуласенче тĕпленсе пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшне курма час-часах мăнукĕсемпе çитеççĕ вĕсем, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. - Ачасен ачисем çитĕнчĕç ĕнтĕ, мăнуксен ачисемпе те савăнатпăр, - савăнăçне пытармарĕ пысăк стажлă мăшăр. Мĕнех, ỹссе, хутшăнсах пытăр Софроновсен йăхĕ. Малашне те вĕсенче вăй-хал тапса тăтăр, çирĕп сывлăхлă пулмалла пултăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика