Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ырă ятлă çын

02 июля 2014 г.

Комсомольски райповĕн ячĕ-сумĕ Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче çеç мар, Раççей Федерацийĕн Центрсоюзĕнче те ỹссех пырать. Кунти ỹсĕмсемшĕн, паллах, районти суту-илỹ лавккисенче тăрăшса ĕçлекен ĕçченсене уйрăмах ырă сăмахсемпе асăнмалла. Вĕсенчен пĕри - йăла пулăшăвĕсен салонĕн ертỹçи Анжела Николаевна Герасимова.

    Анжела Николаевна Комсомольскинчех çуралса ỹснĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан хĕр Çĕрпỹ хулинчи культура училищинче ăс пухать. Ун хыççăн ăна районти культура çуртĕнче методист ĕçне шанса параççĕ. Культура тытăмĕнче чипер хĕр 15 çул тăрăшнă. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн Анжелăна дипломсемпе, Хисеп грамотисемпе пĕрре мар чысланă.

    - Суту-илỹ ĕçĕ ачаранах кăмăла каятчĕ. Ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртес терĕм,- аса илчĕ Анжела Николаевна. Çапла вара Анжела суту-илỹ ĕçне пуçĕпех чăмать. - Кунта ĕçлеме пуçлани 9 çул çитет ĕнтĕ кăçал,- пуплерĕ районти йăла пулăшăвĕсен салонĕн ертỹçи.

    Пĕр улшăнмасăр Анжела Николаевна юратнă ĕçĕнче ỹсĕмлĕ тăрăшать, халăхпа ялан тарават, ырă кăмăлĕпе палăрса тăрать. Унсăр пуçне ăна профсоюз ĕçне ертсе пыма та шанса панă.

    - Çулсерен республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнатпăр: йĕлтĕрпе чупатпăр, волейболла, шашка-шахматла та вылятпăр, чупассипе шывра ишессинчен пĕрре те хăрамастпăр,- райпори профсоюз ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ йăл кулса хĕрарăм. Вăл каланă тăрăх, пирĕн ентешсем нихăçан та пушăлла таврăнман, яланах малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнă.

    Маттур ĕçчене ĕçри хастарлăхшăн Чăвашпотребсоюз, Комсомольски райповĕн Хисеп грамотисемпе, вĕсен хаклă парни-семпе чысланă. Владимир Васильевичпа Анжела Николаевна çемйинче 2 ача: ывăлпа хĕр. Ывăлĕ çемье çавăрса мăнукпа савăнтарнă ашшĕ-амăшне. Хĕрĕ вара 8 класс çеç вĕренсе пĕтернĕ. Сăмах май каласа хăварам, Владимир Васильевич районти казначейство уйрăмĕнче чылай çул тăрăшать. Йăла пулăшăвĕсен салонĕ плана тултарса пырать. Ĕçĕ Анжелăн çăмăлах мар. Вăл ертсе пыракан салонра 4 парикмахер, фотограф, косметолог тата Интернет енĕпе те ĕçлеççĕ. Райпо тытăмĕнчи лавккасенчен пысăк япала илес текенсем валли те условисем туса панă, тавара кредитпа туянма пулать.

    - Конкуренцие пăхмасăрах салон хăйĕн кăтартăвĕсене чакармасть. Пирĕн коллектив туслă, лайăх, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлетпĕр. Кăçалхи ноябрь уйăхĕнче пирĕн салона уçнăранпа 10 çул çитет,- каласа пачĕ Анжела. Мĕнех, Анжела Николаевнăна тулли телей, çемьере юрату, ĕçре ăнăçу сунатпăр. Малашне те тавар туянакансен ыйтăвĕсене çакăн пек ырă кăмăлпа пурнăçласа пыма ăна Турă ырлăх-сывлăх патăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика