18 июня 2014 г.
Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Зоя Николаевнăпа Павел Григорьевич Маринсем патне майăн 10-мĕшĕнче Новоазовск хулинчен тăванĕ, Екатерина Николаевна Куциных, пĕчĕк ывăлĕпе килнĕ. Чăваш Ене хăнана мар, хỹтлĕх шыраса çитнĕ вĕсем.
- Ачашăн питĕ чун хăрать, автомат сассине илтсессĕнех чĕре çурăлатех пулĕ тетĕп, - илтĕнчĕ пĕррехинче телефонран. Калаçаканĕ Катя иккен, Павел Григорьевичпа пĕр тăванĕн хĕрĕ. Украинăра пулса иртекен хăрушă пулăмсем çинчен илтмен çын халĕ Çĕр çинче çук ĕнтĕ, хаçатсем урлă та пĕлетпĕр, сенкер экранпа та тăтăшах кăтартаççĕ. Нимĕн шутламасăр хамăр пата пурăнма чĕнтĕм, -каласа пачĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Çапла вара Маринсен çемйинче йыш хушăнать, халĕ вĕсем иккĕн мар, тăваттăн пурăнаççĕ. - Катьăпа ывăлне чĕн-нишĕн пачах та ỹкĕнместĕп. Хĕр ачи вăл пирĕн пултаруллă, маттур. Ывăлĕ те çивĕч ăслă та хавас ача, - пуплерĕ Зоя аппа. Вăхăтĕнче Марин-кĕçĕнни Тюмень облаçĕнче пурăннă, Катя та унтах кун çути курнă. Турри çырнă-ши, тен, курасси? Шăпа пỹрнипе çемье Украина тăрăхĕнче тĕпленет.
- Çирĕм çул ытла пурăнтăмăр эпир Украинăра. Атте, Николай Григорьевич, стройка енĕпе ĕçлетчĕ, хам вара, хĕр-упраç пулсан та, инженер-строитель пулас ĕмĕтпе пурăнаттăм, - сỹтĕлчĕ аса илỹ çăмхи 36 çулхи Катьăн. Ĕмĕте пурнăçлас тĕллевпе чипер пике Донецк хулине çул тытать. Вĕреннĕ чухне Володя ятлă йĕкĕтпе пĕрлешсе вĕсем çемье чăмăртаççĕ. Хаяр самана пуçланиччен Екатерина Николаевна Донбасс хулинчи пĕр предприятире юратнă ĕçре тăрăшнă, савнă мăшăрĕ те юнашарах пулнă. Вĕсен пĕчĕк тĕпренчĕкĕ шкула çỹренĕ. Телейлĕ пурнăç 14 çула тăсăлать... Çук, мăшăр хирĕçнипе уйрăлман, вĕсен çемйине хĕç-пăшал вăйĕпе влаç тытăмне "çирĕплетме" пуçлани аркатнă. - Тăван халăхăма çак йывăр вăхăтра хăвармастăпах, апла хăтлансан хама хам нихăçан каçараймăп, - тенĕ 40-ри арçын. Часах çĕнĕ влаç арçын Донбасс хулинчи халăх хỹтĕлевне кĕнине пĕлет, çавна май çемьене хăратма тытăнать.
- Ĕмĕтĕмсене пурнăçлама вăрçă тухни чăрмантарчĕ. Халăха хирĕçле çак кĕрешỹ часах чарăнасса чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Чăвашра ырă кăмăллă та сăпайлă халăх пурăнать, кашниех май пур таран пулăшма тăрăшать, - куççуль юхрĕ Катя пичĕ тăрăх. Украинăри лару-тăру лăпланиччен Катя Чăваш Енрех пурăнасшăн. Комсомольски район администрацийĕ Донецк облаçĕнчен куçса килнĕ хăнана пурăнмалли кĕтеспе тата ĕçпе тивĕçтернĕ.
Украинăра пулса иртекен лару-тăру пире пурсăмăра та пăшăрхантарать. Пĕр тăван халăха йывăр вăхăтра алă паманни - пысăк çылăх, пирте çынлăх юлманнине пĕлтерекен пулăм. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерстви Украинăран тарса килекенсене вăхăтлăх пурăнма вырăн тупса пама ыйтать. Ведомство Украина регионĕсене, çавăн пекех ялан пурăнакан вырăнтан тухса кайнă Украина çыннисене пулăшас тĕллевпе тимлет. Хăйсен килне пурăнма ярас кăмăл пуррисене 8(8352)26-13-49 номерпе шăнкăравласа е soc12@cap.ru электронлă адреспа çырса ярса пĕлтерме ыйтаççĕ. Унта çынсен хăйсемпе çыхăнмалли телефона тата пурнăç условине кăтартмалла. Маларах каланă министерствăна пăхăнса тăракан предприятисем те Украинăран килекенсене йышăнма хатĕр иккен. Шкул çулĕнчи алла яхăн шăпăрлана ачасен канăвне йĕркелекен организаци, пĕччен пурăнакан вăтăра яхăн ватăна халăха социаллă пулăшу кỹрекен центрсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕсем тата "Вăрман юмахĕ" ача-пăча санаторийĕ вăй питти вун пилĕк çынпа аллă пĕр ачана вырăн тупса пама хатĕр.
Источник: "Каçал Ен"