Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Семинар иртнĕ

31 мая 2014 г.

Иртнĕ эрнере районти "Асамат кĕперĕ" ача садĕнче воспитательсен анлă семинарĕ иртрĕ. Семинарта тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яврăмăр, калаçусем йĕркелерĕмĕр. "Ачасене вăйă урлă воспитани парасси" ыйту çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Шăпăрланăн пурнăçĕ пĕтĕмпех вăйăпа çыхăннă. Вăйă ачан ăс-хакăлне çирĕплетет, пултарулăхне ỹстерет, тавра курăмне анлăлатать. Çавна май уйрăмах ача садĕнче тĕрлĕ вăйăсем выляни паха.

    Семинара хутшăннисем ачасем мĕнле вăйăсемпе туслă пулнипе паллашрĕç, вĕсене хак пачĕç. Сăмахран, "Теремок" ушкăна çỹрекенсем тĕрлĕ хускануллă вăйăсене кăмăллаççĕ, "Полянка" ушкăнрисем "килле" выляма юратаççĕ, хăйсене мăн çын пекех тытаççĕ. Шăпăрлансем юмах, чĕрчунсен тĕнчипе паллашма та юратаççĕ. Çавăн пекех ача садĕнче усă куракан çĕнĕлĕх вăл - ятарлă компьютерсемпе - рейбукпа - усă курни. Рейбук ачасен тавра курăмне, пĕлĕвне ỹстерме пулăшать. Унпа пурте кăмăлласах выляççĕ, кăсăкланаççĕ. Килнĕ хăнасем те ачасен вырăнне вăхăтлăх йышăнчĕç. В.Макарова логопед, И.Николаева педагог-психолог юмах тата хăйăр терапийĕсене ирттерчĕç. Çакна йĕркелени ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшатех.

    Тест ыйтăвĕсем çине хуравлани воспитательсен пĕлỹ шайне тĕрĕслеме май пачĕ. Районта чăннипех те хăйсен ĕçне чунтан парăннă воспитательсем тăрăшаççĕ. Вĕсем ачасене тивĕçлĕ воспитани парас, аталантарас, çĕнĕ йышши вăйăсемпе усă курса пĕлĕвĕсене ỹстерес тесе тимлеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика