Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ачан çемьере çитĕнмелле

31 мая 2014 г.

Ача - çыннăн чи хаклă пуянлăхĕ. Вĕсем пуртан çемье телейлĕ. Çапла кашни ача çут тĕнчене телей курма çуралать. Анчах та пурнăç çулĕ пурин те пĕр килмест. Ашшĕ-амăшĕн çăмăлттайлăхĕпе наянлăхне пула телейпе савăнăç тутине ас тивмесĕр, выçăллă-тутăллă, тертленсе ỹсекен ачасем пур. Телее, юлашки вăхăтра ачасене усрава илес ырă йăла çирĕпленсе пырать. Çакна пула ача çемье тупать, ашшĕ-амăшĕн ăшшине туять. Районта пурăнакан Григорьевсем - Надежда Юрьевнăпа Вячеслав Геннадьевич хăйсен хỹттине виçĕ ачана - икĕ хĕрпе ывăла - илнĕ. Пĕр тăвансене уйăрас темен вĕсем, пĕр ача та, виççĕшĕ те пĕрле çитĕнĕç тенĕ. 2009 çулта Григорьевсем Мария, Валерия, Стасик Мословсене хăйсен çемйине илнĕ.

    - Мăшăрпа виçĕ ывăл çитĕнтерсе тивĕçлĕ воспитани панă, çапах та яланах çемьере хĕр çитĕнтерме ĕмĕтленеттĕм. Пĕррехинче çапла усрава илмелле мар-ши тесе шухăш çуралчĕ, Вячеслав хирĕçлемерĕ. Пĕр ача пирки ĕмĕтленеттĕмĕр, киле виçĕ ачапа таврăнтăмăр. Халĕ вĕсем пуртан чунтан савăнатпăр, аслисем те вĕсемпе туслă. Ывăлсем çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Эпир - асанне-асатте, - сăмахлать Надежда Юрьевна.

     Чи малтанах 2, 4, 5 çулхи ачасемпе пĕр чĕлхе тупма, калаçу пуçарма çăмăлах пулман, паллах. Йывăр лару-тăрура çитĕннĕскерсем анне-атте ăшшине туйман, тăраниччен апат та çисе курманскерсем, теттепе выляма, çăвăнма та хăнăхман. Çемьене пурăнма илнишĕн ачасем чунтан хĕпĕртенине паянхи кун пек ас тăвать хĕрарăм. Халĕ те вĕсем çывăх çыннисемсĕр пĕр минут та тăрасшăн мар, тỹрех шырама пикенеççĕ. "Ăçта каятăн, часах килетĕн-и?" Ыйту çине ыйту çуралать иккен ачасен.

     Григорьевсен тĕллевĕ - ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстересси. Хăйсемпе пĕрле яланах ĕçе явăçтараççĕ, пахчара çумлаççĕ, хĕрсем амăшĕпе пĕрле кĕпе-йĕм çума та хутшăнаççĕ, чашăк-тирĕк çăвассинчен те пăрăнмаççĕ вĕсем. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухаканскерсем кунсерен унта виççĕшĕ пĕрле утаççĕ. Стасик искусство шкулне çỹрет, вăл - ташăçă. Марийăпа Валерия юрлама кăмăллаççĕ. Телейлĕ çемьере çитĕнекен ачасен пурнăçĕ те тулли. Çуртра кашнийĕшĕ валли уйрăм пỹлĕм уйăрса панă, урок тумалли, вылямалли вырăн та çителĕклех. Пушă вăхăтра ачасем урамра уçăлса çỹреççĕ, велосипедпа ярăнса киленеççĕ. Уявсене яланах пĕрле уявлаççĕ Григорьевсем. Çемье пĕр йыша пухăнни, шăкăл-шăкăл калаçни - акă вăл телей. Çут тĕнчене килекен кашни ача çакăн пек тулли çемьере çитĕнме пултартăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика