Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ятарлă йĕрке çирĕплетнĕ

28 мая 2014 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе 2014 çулхи майăн 26-мĕшĕнчен Чăваш Республикин территорийĕнче уйрăм хушуччен пушар хăрушсăрлăхĕн ятарлă çирĕп йĕркине çирĕплетнĕ.

Пушар хăрушсăрлăхĕн ятарлă çирĕп йĕркине Федераллă саккунăн "О пожарной безопасности", Чăваш Республикин "О пожарной безопасности в Чувашской Республике" саккунĕпе килĕшỹллĕн шăрăх çанталăка пула Чăваш Республикин территорийĕнче пушар тухсан оперативлă ертсе пырас тĕллевпе ĕçе кĕртнĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн ятарлă çирĕп йĕркине пурнăçлас тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн хушма ыйтăвĕсене çирĕплетнĕ:

çынсене вăрмансене кĕме чарнă, вăрманта ĕçлекен çынсем çеç унта кĕме пултараççĕ;

транспорт хатĕрĕсемпе вăрмана кĕме чарнă, пурте усă куракан çулсемпе çỹрекенсен тата вăрмана хураллакансен çеç кĕме ирĕк пур;

кăвайт чĕртме, хыт каяшсене, вăрманти çỹп-çапа тата вăрман фончĕн участокĕсем тата хуласен вăрманĕсем çывăхĕнче типĕ курăка çунтарма, пушар хăрушлăх кăларса тăратакан ытти ĕçсене тума юрамасть.

Ятарласа йĕркеленĕ мобильлĕ ушкăнсем пушар тухас хăрушлăх пур вăрман участокĕсенче патруле тухаççĕ.

Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви граждансене вăрмансенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма чĕнсе калать, вăрмансенче е вĕсен çывăхĕсенчи территорисенче пушар тухнине асăрхасан Вăрман хурал службин диспетчер пунктне 8(8352) 40-24-00 е тỹрĕ линипе вăрман хуралне 8-800-100-94-00 телефонсемпе шăнкăравламалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика