Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ăнăçу сунатпăр сире, шкул пĕтерекенсем!

28 мая 2014 г.

Майăн 24-мĕшĕнче, шăмат кун, районти шкулсенчи 162 выпускникшăн тата 9 класс пĕтерекен 322 вĕренекеншĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вĕренỹ çулĕ вĕçленни, шкулпа сыв пуллашни - хăйне евĕр савăнăçлă та хумхануллă уяв. Хальхинче шăнкăрав уроксем пуçланнине тата вĕçленнине пĕлтермерĕ, ачалăхран уйрăлса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнине систерсе уççăн янăрарĕ.

Юлашки шăнкăрав Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекенсемшĕн те янăрарĕ. Çак уява халалланă линейкăна хисеплĕ хăнасем - район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, чăваш халăх поэчĕ, Çеçпĕл Мишши фончĕн ертỹçи Валери Туркай, "Искра" колхоз председателĕ Александр Зайцев, Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова тата педагогика ветеранĕсем - хутшăнчĕç. Вĕсем выпускниксене экзаменсене ăнăçлă тытма, хăйсене килĕшекен профессисене суйласа илме сĕнчĕç.

Шкул директорĕ Людмила Макарова педагогика канашĕн йышăнăвĕпе 11-мĕш класс пĕтерекен çамрăксене - тăватă хĕрпе тăватă каччăна - пĕтĕмлетỹ аттестацийĕ витĕр тухма ирĕк панине пĕлтерчĕ, выпускниксене ырă çул сунчĕ. "Паянхи шăнкăрав - уйрăм шăнкăрав, вăл пачах халиччен янăранисем пек мар, ачалăхпа сире малта кĕтекен пурнăç хушшинчи чикĕ тесе те калама пулать ун пирки. Ăçта çитсен те, ăçта вĕренсен те тăван яла, шкула, аçăр-аннĕрсене, сире пĕлỹ панă вĕрентекенсене ан манăр", - терĕ. Шкул пĕтерекенсене саламланă май пĕрремĕш учителĕсем, класс ертỹçи куççулĕсене пытараймарĕç, çак çулсенче ачасем çывăхран та çывăх, тăванран та тăван пулса тăнă-çке.

Шкул форми тăхăннă, шурă саппун çакнă, хăю çыхнă хĕрсен те сăвă вуланă тата юрă шăрантарнă май куçĕсем шывланчĕç. Юлашки шăнкăрава итлеме килнисене ашшĕ-амăшĕ те, 1 тата 10 классенче ăс пухакансем те саламларĕç.

Ытти çулхисенчен уйрăм ĕç те пулса иртрĕ кăçал. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче тăрăшса вĕреннĕ тата обществăлла ĕçсене яланах хастар хутшăннă ачасем валли Чăваш Республикин Çеçпĕл Мишши фончĕпе "Искра" колхоз правленийĕ пĕрле ятарлă стипенди пама палăртнă. Стипендие 1945 çулхи Çĕнтерỹ парадне хутшăннă Хырай Ĕнел çынни Федор Максимович Воробьев ятне ĕмĕрлĕхех упраса хăварас тĕллевпе туса хунă. Çак стипендие пĕрремĕш хут тивĕçекенсем 11-мĕш класра вĕренекенсем пулчĕç. Алла Зайцева, Наташа Мукшина, Александра Ванюркина - вĕренỹре те, ĕçре те чи маттуррисем.

Кăçал юлашки шăнкăрава янăратма 11-мĕш класри Наталья Мукшинана тата 1-мĕш класра вĕренекен Дима Ишмуратова шаннă. Акă юлашки шăнкăрав янăрарĕ, ачалăх иртсе пынине систерсе, çĕнĕ пурнăç пуçланассине палăртса...

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн выпускникĕсене шкул директорĕ С.Михайлова, район пуçлăхĕ Е.Карпеев, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.Силивестров тата ыттисем те ăшшăн саламларĕç, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче, малашлăхра ăнăçу сунчĕç. Кашнийĕшĕ пурнăçра тивĕçлĕ вырăн йышăнасса, шкулта илнĕ пĕлỹ, воспитани ăнăçу çулĕпе утма пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ. Кăçал асăннă шкула 16 вĕренекен пĕтерет. Выпускниксен йышĕнче пултаруллă та пысăк тавра курăмлă, район, республика, Раççей шайĕнчи предметсен олимпиадисенче, тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсенче çĕнтернĕ, призер ятне çĕнсе илнисем те йышлăн. Чи маттуррисене çак кун Тав хучĕсемпе, Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн выпускникĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, ентеш П.Краснов, шкул директорĕ Г.Длинов, "Çĕр улмие мухтав" агрофирма генеральнăй директорĕ Х.Идиатуллин тата ытти хăнасем ăшшăн саламланă. 11-мĕш класран вĕренсе тухакансене пĕрремĕш учителĕ Л.В.Алексеева, класс ертỹçи Н.Г.Совина саламласа экзаменсенче, малашнехи пурнăçра ăнăçу суннă. Виктор Лисицын выпускникпа пĕрремĕш класс хĕр ачи Юлия Мухина юлашки шăнкăрав панă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика