24 мая 2014 г.
Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкренех юрра-ташша ăста пулнă. Ахальтен мар Чăваш Ене çĕр пин юрă çĕршывĕ теççĕ. Çĕр пин юрра шăрантараканĕсем - пирĕн хушăрах çỹрекен çынсем, паллă юрăçсем, ансамбльсемпе фольклор ушкăнĕсем. Районти "Кубняночка" халăх вокал ансамблĕ хăйĕн репертуарĕнче çĕр-çĕр юрра шăрантарать, вĕсене халăх патне илсе çитерет.
Майăн 21-мĕшĕнче ансамбль куракансене черетлĕ концертпа савăнтарчĕ. Концерта районăн 75 çулхи юбилейне тата июнĕн 24-мĕшĕнче иртекен Республика кунне халалларĕç. Тĕп репетици пулчĕ тесен те тĕрĕсрех пулĕ. Культурăпа кану центрĕн залĕ туллиех пулни "Кубняночкăна" чăннипех те халăх чунтан юратнине çирĕплетет. Ачасем те, çамрăксем те, аслăрах çулхисем те концерт курса киленчĕç. Янăратнă кашни юрă, ташă хыççăн залра ларакансем тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Иринăпа Радий Басниковсем, Галинăпа Михаил Буслаевсем, Марина Шумилкина, Ирина Зайцева, Мария Илларионова, Александр Кокшин, Петр Зайцев, Людмила Нямукова, Галина Быкова шăрантаракан юрăсем хыççăн залра ларакансем чылайччен тăвăллăн алă çупса тав турĕç. "Островок" ташшисем те кăмăла çĕклерĕç.
Ансамбль тата эстрада студийĕн ертỹçисем - ЧР Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, Альбинăпа Виктор Кокшинсем - концерт программине куракансен кăмăлне каймалла йĕркелени куç кĕрет. Репертуара вырăс, чăваш, тутар халăхĕсен юррисемпе ташшисене кĕртнĕ. Çакă пирĕн районта пур наци те туслă пурăннине çирĕплетет. Залри халăх тăвăллăн алă çупни, "Шупашкарти артистсенчен те маттуртарах, илемлĕ юрлаççĕ" тесе калани те çакна çирĕплетет. Унпа пĕрлех Альбина Кокшина ансамбле мăшăрсене, çамрăксене, аслăрах çулхисене пĕр йыша пухса юрлаттарма пултарнине палăртса хăвармасăр иртме май çук. Вĕсем малашне те районта, республикăра тата унăн тулашĕнче пурăнакансене те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарасса шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"