08 мая 2014 г.
Вăрçă çулăмĕ тахçанах лăпланнă. Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа кăçал 69 çул çитет. Çапах та çак хаяр вăрçа хутшăннă çынсен суранĕсем паян та тарăн-ха. Аса илỹ ытамне путсан куççульленмесĕр май çук. Комсомольскинче пурăнакан Лидия Титовна Титова, 92 çулта пулин те, çав çулсене хальхи пекех ас тăвать. Вăрçа хутшăннă ветеран терт-нушине сахал мар тỹснĕ.
Вăрçă пуçланнă çул Лидия Титова 18 çулти хĕр пулнă. Вăл Канаш хулинчи Перекет банкĕн уйрăмĕнче тăрăшнă.
- Шăпах канмалли кунччĕ ун чухне. Нимĕçсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ тесе атте пĕлтерчĕ. Ялта пурăнакансем пурте урама тухнă, йĕреççĕ, мирлĕ пурнăçа татнăшăн тăшмана ылханаççĕ. Çак ỹкерчĕке паянхи кун пек ас тăватăп. Хăрушă хыпара пĕрремĕш хут илтнĕренпе 73 çул иртнĕ пулин те, вăл асран тухмасть, паян та вăрçă пуçланасран çав тери шикленетĕп, - тет калаçăва пуçарса ĕçпе вăрçă ветеранĕ Лидия Титовна.
1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче çамрăк хĕрсене, çав йышра Лидия та пулнă, окоп чавма кăларса яраççĕ, апрель уйăхĕчченех тăрăшнă. Унтан таврăнсанах Лидия Титовăна повестка параççĕ, фронта ăсатаççĕ. Шупашкар хулинче хĕрсемпе каччăсене связист пулма вĕрентеççĕ, кайран пурне те тĕрлĕ çар чаçĕсене яраççĕ. Лидия Титовăна шăпа Калуга облаçне илсе çитерет. Вăрманта вырнаçнă самолетсен аэродромĕн батальонĕн связисчĕ пулнă вăл. Хăйĕн ĕçĕпе унта çеç мар, Мускав, Орел, Ржев, Смоленск таврашĕсенчи çар чаçĕсене çыхăнупа тивĕçтернĕ.
- Чăваш хĕрĕсем эпир виççĕн пулнă. Вăрçă çулĕсенче пĕр-пĕринчен нихăçан та уйрăлман, пулăшса пынă. Вăрмар районĕнчи Елена Петровăпа, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Антонина Астровăпа пĕр тăвансем пек пурăннă. Вăрçă хыççăн та эпир çыхăну тытнă, хăнана çỹренĕ. Шел, вĕсем çĕре кĕчĕç. Аслă Çĕнтерĕвĕн 69 çулне Лидия Титовна хавхалануллă кăмăлпа кĕтсе илет. РФ Президенчĕн В.Путинăн, "Ростелеком" АУОн уяв саламĕсене ветеран илнĕ, манманшăн, хисепленĕшĕн чунтан тав тăвать. Кашни çулах районта иртекен уяв парадне йыхрав ярса чĕннĕшĕн, пĕр-пĕринпе курнăçса калаçма майсем туса панăшăн савăнать. Савăнать те хурланать, вăрçă хирĕнче выртса юлнисене аса илсе куççульленет. Пуç хунисен йышĕнче çар çыннисем, хĕрарăмсем, вăй питти çынсем пулнă-çке.
- Эпир терт-нушине сахал мар тỹсрĕмĕр, сирĕн, çамрăк ăрăвăн, мирлĕ пурнăçпа пурăнмалла пултăр. Эпир курнине урăх никам та ан куртăрччĕ, - тет Лидия Титовна. Фронтра пулнă хĕрарăмăн кăкăр тулли медаль, вĕсем иртнине манма памаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"