19 апреля 2014 г.
Кăçал республикăри ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствипе вĕрентỹ институчĕ шкул ачисем хушшинче "Туслăх хĕлхемĕ" фестиваль ирттерме йышăну тунă. 6-9-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнаççĕ унта. Фестиваль икĕ номинаципе иртмелле. Пĕри - "Çăлтăрчăк", тепри - "Шевле". Çак тĕлĕшпе районти вĕренỹ пайĕ те тивĕçлĕ йышăну турĕ. "Туслăх хĕлхемĕ" фестиваль пирĕн районта та çула тухрĕ.
Акă, апрелĕн 11-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне районти шкулсенче пĕлỹ пухакан пултаруллă ачасем "Шевле" конкурса пуçтарăнчĕç. Ку конкурса Анатолий Миттов творчествипе çыхăнтарнă. Конкурса хутшăнакансен ĕлĕкхи чăвашсен йăли-йĕркине, ĕçне, пурнăçне, юрри-ташшине ỹкерчĕксенче çутатса пама тăрăшмалла. Сăмахран, "Шевле" конкурса хутшăнакан ача вăййа тухнине, çурлапа тырă вырнине, улах ларнине, кĕтỹ кĕтнине тата ыттине те мĕнле курать-ха? Çавна унăн хăйĕн ỹкерчĕкĕнче виçĕ сехет ĕçлесе уçса памалла. Çĕнтерỹçĕ республикăри конкурса хутшăнма тивĕçет.
Чылай çул рисовани, черчени, ĕç тата илемлĕх искусствин учителĕсен районти пĕрлешĕвне ертсе пынă май, эпĕ акă мĕн асăрхатăп: тарăн шухăшлама пĕлекен, хăй тĕллĕн ĕçлее пултаракан анлă тавра курăмлă ачасем сахал мар пирĕн. "Шевле" конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе 20 бал пуçтарса Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Ольга Макарова çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ. Вĕрентекенĕ - И.И.Борисова. Хăйĕн шухăшне ỹкерчĕкре туллин уçса пама пултаракан ĕçчен хĕрача çитес вăхăтра республикăри "Шевле" конкурсра район чысне хỹтĕлет.
Иккĕмĕш вырăна Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн хĕрачисем (6-мĕш класс) Арина Албутовăпа Анастасия Артюшкина тата Татьяна Сорокина (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ) йышăнчĕç. Вĕрентекенĕ сем - Ф.В.Гаврилов, Н.М.Тимофеева. Жюри виççĕмĕш приза тивĕçнисемпе те паллаштарчĕ. Вĕсем - Аркадий Григорьев (Аслă Чурачăк), Ирина Ильина (Тăманлă Выçли), Наталия Николаева (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ). Вĕрентекенĕсем - Т.Ю.Ермолаева, Р.П.Антонова, Н.В.Игнатьева. Каласа хăвармалла, çакăн пек фестивальсем, конкурссем ачасен пултарулăхне, тавра курăмне, хавхаланăвне, шанчăклăхне чылай ỹстерме май пани куç умĕнчех.
Источник: "Каçал Ен"