Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ятлă çынна ял савать

16 апреля 2014 г.

"Çĕр çинче 100 çул пурăнасчĕ", - такмакласа юрланă ваттисем. Вăрăм та пархатарлă çула ахальтен мар, усăллă пурăнса ирттерни аван. Ачасем, тăвансем, пĕлĕшсем, ял çыннисем сума суни темле паха япаларан та хаклăрах. Çакна çĕр çинче çур ĕмĕр ытла пурăнакан çынсем тĕслĕхпе çирĕплетеççĕ. Пирĕн хушăра чăннипех те мухтава, тав сăмахне тивĕçлĕ çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Комсомольскинче пурăнакан Мария Ивановна Самарина.

Паян вăл 75 çулхи юбилейне паллă тăвать пулин те, маттур та вăр-вар çỹрекенскере çак çула çитнĕ тееймĕн. Турра шĕкĕр, хăйне аванах туять вăл, кил-картишĕнче кăштăртатать, мăнукĕсене пăхать.

- Атте, Иван Васильевич, 80 çул пурăнчĕ, анне, Анна Осиповна, 100 çул тултарма 3 уйăх юлсан çĕре кĕчĕ. Аттепе анне пурнăçа пархатарлă пурăнса ирттернĕ, пире, 8 ачине, тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерес тесе сахал мар тăрăшнă. Мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ỹснĕ эпир. Анне колхозра лашасем пăхатчĕ, эпир те пĕрле кăштăртататтăмăр. Аннепе пĕрле лашасем валли утă çулма кайнине лайăх ас тăватăп. Юланутпа çỹреме те, лаша кỹлме те вĕреннĕ. Ĕçрен хăраман, колхозра та тăрăшнă, - тет аса илỹ çăмхине сỹтсе Мария Ивановна.

Унăн ачалăхĕ туслă кил-йышра иртнĕ. Килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнакан çемьере мĕн пĕчĕкрен ачасене ĕçлеме вĕрентнĕ, алă ĕçне те хăнăхтарса пынă. Хĕрсем çип арлама та, чăлха-нуски çыхма та, апат пĕçерме, кĕпе çĕлеме, ĕне сума вĕренсе ỹснĕ. Ывăлсем те пур ĕçре те маттур пулнă.

Ĕçлес кăмăл-туртăм яланах пысăк пулнине палăртать Мария Ивановна. Ахальтен мар вăл паян та маттур. Ĕçре çеç мар, вĕренỹре те палăрнă хĕрарăм. Вăл, Кĕçĕн Каçалти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, Комсомольски вăтам шкулĕнче малалла ăс пухнă. Çак вăхăтрах парашютпа сикме вĕреннĕ. Каччăсемпе танах "Кукурузник" текен самолетран сикнĕ маттур хĕрсем. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пурнăç çулĕ Марийăна Казахстанри Усть-Каменогорск хулине илсе çитерет. Унта икĕ сыпăкри аппăшĕсем пурăннă.

- Хам тĕллĕнех пичет машинкипе çапма вĕрентĕм. Вырăнти халăх судне делопроизводителе ĕçе вырнаçрăм. Пĕррехинче тете мана завода ĕçченсем кирлине пĕлтерчĕ, малтан вара вĕренмелле терĕ. Кăмăл та пурччĕ, анчах та килтисем ирĕк памарĕç, каялла йыхравласа илчĕç. Тăван ене таврăнсанах пĕр вăхăт районти тĕп больницăра тăрăшрăм, унтан райпона вăхăтлăха секретарь-машинисткăна вырнаçрăм, - тет вăл иртнине аса илсе.

Маттур та тăрăшуллă хĕре райпо направленипе Шупашкарти коопераци техникумне вĕренме ярать. 1961 çулта алла диплом илнĕ специалист района таврăнать, райпора товароведра ĕçлеме пикенет. Вăл вăхăтра экспедиторсене 45 тенкĕ, техника пĕлĕвĕ илнĕ товароведсене 55 тенкĕ ĕç укçи тỹленине те лайăх ас тăвать Мария Ивановна. Шаннă ĕçе пуçăннăранпа 38 çул тăрăшнă вăл райпора. Пĕр вăхăт оргтехника инструкторĕнче, "Универмаг" заведующийĕнче, ваккăн тавар сутакан пĕрлешỹ директорĕнче, 14 çул райпо правленийĕн председателĕн заместителĕнче вăй хунă. Суту-илỹре ĕçленĕ вăхăта Мария Ивановна çĕкленỹллĕ кăмăлпа аса илет.

- 1983 çулта икĕ хутлă универмаг çуртне хута ячĕç, районшăн питĕ пысăк ĕç пулчĕ вăл. Çĕнĕ универмагра тин çеç вĕренсе пĕтернĕ хĕрсем ĕçе кỹлĕнни паянхи кун та куç умĕнче. Уйрăмах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем асра юлнă. Вăл вăхăтра тавар тупса илме май çукчĕ. Клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерес тесе тĕрлĕ майсем шыранă. Ку пирĕн-шĕн тĕп тĕллев пулнă. Пурте кар тăрса, туслă ĕçленĕрен пирĕн райпо паянхи кун та ăнăçлă ĕçлекенсенчен пĕри. Кашни çулталăках тухăçлă вĕçлеççĕ вĕсем, - сăмахлать Мария Ивановна. Ĕçри ỹсĕмсемшĕн маттур ĕçчене нумай Тав, Хисеп хучĕпе, "За доблестный труд" юбилей медалĕпе чысланă. Вăл - ĕç ветеранĕ, 11-мĕш пилĕк çуллăх ударникĕ тата ытти нумай-нумай награда хуçи.

Мария Ивановнăпа Сергей Никитич Самаринсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă, тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă. Ачисем мăшăрланнă, ача-пăчаллă. Мария Ивановна тĕпренчĕкĕсемпе, мăнукĕсемпе чунтан савăнать. Çумра мăшăр çуккишĕн хурланать те, куççульне шăлать. Апла пулин те пуçа усмасăр пурнăç çулĕпе утать. Май пур чухне ачи-пăчине пулăшма, мăнукĕсемпе выляма, юмах вуласа пама вăхăт тупатех. Мария Ивановна тĕнчери чи юратнă анне, кукамай, асанне, тăван. Хĕрарăма телейлĕ пулма тата мĕн кирлĕ? Çывăх çынсем сума суни, хисеплени, уявсемпе саламлани ватăшăн темрен те паха. Вăл пуриншĕн те ырă тĕслĕх.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика