Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Комсомольскисене кăмăллă йышăнчĕç

16 апреля 2014 г.

Район юбилейне халалланă смотр-конкурс вĕçлениччен вăхăт нумаях та юлмарĕ ĕнтĕ. Тата Хырхĕрри, Хирти Сĕнтĕр, Кайнлăк ял тăрăхĕсенчи артистсен пултарулăхне кăтартмалли çеç юлнă. Çак концертсене куракансем уйрăмах нумайшарăн пухăннине палăртма кăмăллă. Апрелĕн 11-мĕшĕнче вара культура мероприятийĕсен марафонне Комсомольски ял поселенийĕн художество пултарулăх коллективĕсем малалла тăсрĕç. П.В. Силивестров пуçлăх ял тăрăхĕн кулленхи пурнăçĕ, паллă çыннисемпе событисем çинчен доклад туса пачĕ.

Комcомольскисен концерчĕ тĕрлĕ жанрлă номерсемпе пуян пулчĕ. Программăна ку тăрăхра çуралса ỹснĕ юрăçăн Эминен юррисемпе уçрĕç, вĕсемпе чăваш тумĕллĕ чипер хĕрсем вăййа тухрĕç. Ял поселенийĕн администрацийĕнче, тĕрлĕ организаци-предприятисенче тăрăшакансенчен йĕркеленĕ хор Тăван çĕршыв, ĕçпе çамрăклăх çинчен юрăсем шăрантарчĕ. Район центрĕнчи вăтам икĕ шкулăн вĕренекенĕсем, 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн учителĕсем илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Ачасен искусство шкулĕн "Островок" ушкăнĕ хаваслă ташăсем парнелерĕ. Уйрăм юрăçсем, "Кубняночка" эстрада, "Каçал" халăх фольклор ансамблĕсем янраттарнă юрăсене куракансем ăшшăн йышăнчĕç. Чăваш, вырăс, тутар юррисем пĕр-пĕринпе ылмашăнса çеç тăчĕç, çавăнпа та икĕ сехете яхăн пынă концерт мĕнле иртсе кайни те сисĕнмерĕ. Залра ларакансем вырăнти талантсене кашнинчех алă çупрĕç, пĕрле юрларĕç, çакă сцена çине тухакансене те хавхалану парса тăчĕ.

Апрелĕн 18-мĕшĕнче смотр-конкурса Хырхĕрри ял поселенийĕ малалла тăсать. Яланхи пекех, концерт районти культурăпа кану центрĕнче 18.30 сехетре пуçланать, çитсе курăр.

Л.Шуряшкина

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика