Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ялта та ỹркенмен, инçетре те ятне ỹкермен

05 апреля 2014 г.

  "Ăçта-ши манăн çамрăклăх?" - сисмесĕрех ассăн сывларĕ те хĕрарăм хăйне хăй лăплантарчĕ. Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ, çемье çавăрса ача-пăча çитĕнтернĕ, çурт-йĕре çĕнетнĕ, асанне-кукамай пулнă... Кăнтăрлахи хĕвел ăшшипе киленме карта умĕнчи сак çине тухса ларнă Анна Сергеевна Павлова аса илỹ тыткăнне çакланчĕ. Вăрçă умĕн çуралнисен çĕнтерỹ хыççăн та ачалăхĕ çăмăл пулман. Анюк малтан Çĕнĕ Каçалта 4 класлă шкулта пĕлỹ илнĕ. Каярахпа Комсомольскинче 7 класс пĕтернĕ. Шкула çỹренĕшĕн укçа тỹлемеллипе малалла вĕренеймен. Хĕрачан вĕренме пăрахма тивнĕ. Ун хыççăн Васильевкăри Карл Маркс ячĕллĕ колхозра ĕçлеме пуçланă. Вăкăр кỹлсе вăрман кăларма хутшăннине ăçтан манăн? Ун чухне вăл 15-16 çулхи хĕрача çеç пулнă-çке. Мĕнле пултарнă-ши? Паянхи кун та тĕлĕнет Анна Сергеевна. 1954-1955 çулсенче ăна весовщик пулма шанаççĕ. Шăпах çав çулсенче Совет Союзĕнче çерем çĕрсем уçма каякан пиншер çамрăк пирки хыпар-хăнар сарăлать. Çакă Васильевка хĕрĕн хăлхине те кĕрет. Çамрăклăх ăнтăлăвĕ, хавхаланăвĕ ăна та халиччен пулса курман тăрăха йыхравлать. Вăл вăхăтра колхоз председателĕнче ĕçленĕ Н.И.Виссарионов, паллах, Анюкăн шухăшне хирĕç пулнă. Унăн пултаруллă та хастар хĕре колхозран ярас килмен. А.Федорова (хĕр чухнехи хушамачĕ) ВЛКСМ райкомне комсомол путевки пама ыйтса çырнине те хирĕç пулать. Ăçтан чарăн чарусăр хĕр упраçа? Анюк тытать те, çерем çĕрсем уçма каякан яш-кĕрĕм пуçтарăннă кун Комсомольскине çитсе, ушкăнпа пĕрлешет. Канашра вĕсене комсомол райкомĕн ĕçченĕсем комсомол путевкине алран тыттараççĕ.

       Районтан кайнă 30 яш-кĕрĕм Канашри çар ĕç комиссариачĕн казарминче çĕр каçнă. Тепĕр кунне хулара чаплă митинг пулнă. Çамрăксене Шупашкартан килнĕ вĕрсе каламалли инструментсен ансамблĕ, тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем савăнăçлă лару-тăрура тавар пуйăсĕпе ăсатнă. Кашни вакунра 30-50 çын таран. Çамрăксем, вăл шутра Анюк та, хăйсене ăçта илсе каяссине пĕлмеççĕ. "Казахстана пулĕ", тесе калаçкалаççĕ. Комсомольски районĕн ушкăнĕнче хут купăс калакан та пур, Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнчи Илларион Белков. Ушкăн укçа-тенкĕ пуçтарса ун валли хут купăс туянма та ăс çитернĕ.

      ...Кăлтăртăк-кăлтăртăк, кăлтăртăк-кăлтăртăк чупать пуйăс. 4 талăк çул çинче çамрăксем. Чун-чĕрере хаваслăх, юрă çаврăмĕсем... Свердловскра çар чаçĕн столовăйĕнче апат çитернĕ. Унтан каллех çула тухнă. Çитес вырăн Омск облаçĕ пулнă. 7 туннель витĕр тухнă вĕсем. Халиччен ялтан тухса курман хĕршĕн ют тăрăх кăсăклă. Пырсан-пырсан ешĕл тум тăхăннă вăрмансем, ун хыççăн вĕçсĕр-хĕрсĕр улăх-çарансем, каллех йывăçсем. Асăннă облаçра пĕр чарăну вăхăтĕнче анаççĕ те... çаран. Çĕр çырлийĕ шутсăр нумай, тат, çи. "Ку çаранри хỹхĕм çитĕннĕ курăка ниушлĕ çулса пĕтерĕç? Мĕн чухлĕ выльăх апачлĕх утă" ял çыннин куçĕпе хакласа шухăшлать хĕр. Тăраниччен çĕр çырли çинĕ хыççăн - каллех çула.

      Марьяновка ялĕнче чарăннă. Ун хыççăн яш-кĕрĕме виçĕ пая пайланă. Ку Шербакунски районĕнчи "Красная звезда" ятлă пысăк колхозра пулчĕ. Анюк Кишиневка ялне лекрĕ. Унта 39 кил анчах. Хваттер тупса пачĕç. Анфиса Тихоновăпа (Васильева) пĕр киле лекрĕç. Çурчĕсем саман кирпĕчрен, мунчаран пысăках та мар. Вăрçă пĕтнĕренпе чылай çул иртнĕ пулин те вăкăр ĕç выльăхĕ пулма пăрахман-ха. Анфисăпа иккĕшне пĕрер вăкăрпа ĕçлеме хушаççĕ. Саман кирпĕчрен тунă пỹртсене юсама (тăм çăрма) шыв турттарма тивет. Çĕнĕ çĕрте пĕрре те ĕçсĕр ларман чăвашсем. Тырă йышăнма йĕтемсем хатĕрленĕ, утă пуçтарнă. 6 метр тăршшĕ хăрпа кỹлнĕ лашасене тилхепесĕрех хулăпа итлеттернине аса илсен кулăшла та пек. Анчах та вăл вăхăтра йывăрлăхĕ чылай пулнă. Тырă тасатмалли сортировкăсене те алăпа çавăрса ĕçлеттернĕ. Тырра савуксемпе алă вăйĕпе машинăсем çине тиенĕ. Алăпах пушатнă та. Тырă тухăçĕ вăйлă пулнă, тасатнă тырра леçме 300 çухрăма çити кайнă. Пĕчченех автомашина кузовĕнче мĕн пур тырра пĕчĕк чỹрече пысăкăш шăтăкран пушатса хăшкăлнине ăçтан манăн?

      Вырма пуçлансан алă вăйĕ çитменни сисĕнет. Ятарлă пĕлỹ илмен хĕрсене те комбайн çине лартаççĕ. Мĕнле ĕçлемеллине сăмахпа каласа, кăтартса парса ăнлантараççĕ те вĕçĕ-хĕррисĕр хумханса ларакан тыр-пул хирне кăларса яраççĕ. СК-4 "Сталинец" комбайна трактор сĕтĕрсе пырса ĕçлеттернĕ. Ирпе 2 сехетчен ĕçленĕ хирте. Çăмăл пулман, паллах. Курорта кайман-çке. Çамрăк-çамрăках çав. Ĕçрен темĕнле ывăнса килсен те юрлама-ташлама та, савăнма та вăй тупнă. Хут купăс, балалайка çеммипе савăннă. Кун пек чухне ывăнни те иртсе каять, ĕçлес хавхалану та ỹсет-и тен?

     Колхозра уй-хир ĕçĕсене пуçтарнă. Киле кайма та вăхăт çитнĕ. Чаплă митинг тăваççĕ. Хастар ĕçченсене Хисеп грамотисем, хаклă парнесем парса чыслаççĕ. Çакна Васильевка хĕрĕ те тивĕçет. Ун кăкăрне "Çерем çĕрсене уçма хутшăннăшăн" медаль илемлетет. Çапла вара вăл ялтан июль уйăхĕнче тухса кайнăскер октябрь вĕçĕнче çеç каялла çаврăнса çитет.

      "Анюк аппа, мĕнле сывлăхсем? Çуркуннене кĕтсе илме тухса лартăр-и?" - тесе иртсе кайрĕ пĕр çын. Ялĕ пысăк мар та, пĕр-пĕрне çывăх тăванĕсем пекех пĕлсе тăраççĕ, калаçаççĕ, хисеплеççĕ Анна Сергеевнăна. Ват çын каллех аса илỹ çăмхине сỹтме пуçларĕ. Инçетрен таврăнсан та ялта канма май килмен унăн. Хирте çĕр улмине пуçтарса кĕртсе пĕтереймен. Колхоза пулăшмалла... Çул хыççăн çул çапла. Анна Сергеевна малтан виçĕ ялтан тăракан колхозра, кайран "Комсомоль-ский" совхозра тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă. Кирек ăçта та ỹркенсе тăман хастар хĕрарăм. 7 çул Комсомольскинчи пекарньăран лашапа çăкăр турттарса тăнă.

      1983 çул. Ку вăхăтра шăрăх çанталăк тăнипе районти пур хуçалăхра та выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеме май пулман. Ирĕксĕрех инçетре утă-улăм, тырă шырама тивнĕ. "Комсомольский" совхоз шучĕпе Анна Павлова та Красноярск крайне улăм тюклама тухса каять. 19 çынран тăракан бригадăна ертсе пынă. Совхоза вакунĕ-вакунĕпе улăм тиесе ăсатнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та совхозра сĕт пуçтараканра ĕçленĕ.

      Мăшăрĕпе, Варсанофий Викторовичпа, вĕсем 4 ача пăхса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, хурланмалли те нумай пулнă Анюк аппан. Упăшки инкеке пула çамрăклах çĕре кĕнĕ. Кайран ывăлне те çухатнă. Апла пулин те хуйха-суйха парăнтарма хăват çитернĕ хĕр-арăм. Икĕ хĕрне аслă пĕлỹ панă. Люба РФ Пенси фончĕн Комсомольскинчи уйрăмĕнче ĕçлет. Мария - Хирти Сĕнтĕрти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ. Олег энергетика техникумĕнчен вĕренсе тухнă.

       Анна Сергеевнăна 7 мăнукĕ, мăнукĕсен 3 ачи савăнтараççĕ. Вĕсем час-часах асламăшĕ-кукамăшĕ патĕнче пулаççĕ. Хуçалăхра чăх-чĕпсĕр пуçне лаша, ĕне-выльăх тытаççĕ. Ывăлĕпе кинне Анюк аппа май килнĕ таран пулăшать. Хĕл кунĕсенче ал ĕçĕ тăвать. Çăва тухсан пахчара тăрмашать. Вăрман çывăхра пулнипе çырла-кăмпана каймасăр чăтаймасть. Ĕмĕрĕпе ĕçре пулнă та, сакăр теçеткене шутласа çитнĕ пулин те пушă ларас килмест унăн.

     ...Анна Сергеевна шухăш тыткăнĕнчен вăранчĕ. Çанталăк сулхăнлатма та пуçланă иккен. Çурхи çанталăк çапла ĕнтĕ вăл, хĕвелĕ йăпăрт курăнса илет те, çухалать те. Çук, пурнăçа усăсăр пурăнса ирттерменех вăл. Ялта та ỹркенмен, инçете кайсан та ятне ỹкермен Анюк аппа кăштăртатса пỹртелле утрĕ. Апрель уйăхĕнче 80 çул тултарать пулин те, хăйне аванах туять вăл. Сывлăхĕ çеç пултăрччĕ.

Ю.ГАВРИЛОВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика