Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Право сехечĕ иртрĕ

02 апреля 2014 г.

Мартăн 27-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра право сехечĕ иртрĕ. Унта çутă перекетлесси çинчен калакан саккуна епле пăхăннине тата çак темăна хускатакан актуаллă ыйтусене пăхса тухрĕç. Район прокурорĕн аслă пулăшуçи Е.Ягудина "Управляющая компания" ЖКХ тата "Коммунальный сервис" ОООсенче прокурор тĕрĕслевĕсен тата çутта перекетлессинчи саккунсене пăснин пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Çутта перекетлес саккуна пăхăнассин çивĕч ыйтăвĕсем çинчен "Комсервис" ООО директорĕ С.Н.Макаров, "Энергосервис" ОООн техника директорĕ П.Г.Лебедев, "Содружество" ТСЖ председателĕ Г.Н.Мельникова, УК ЖКХ ОООн инженерĕ Г.А.Рубцов каласа пачĕç. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ О.Г.Абросимов муниципаллă учрежденисен çурчĕсенче ял поселенийĕн администрацийĕ энергетика тишкерĕвĕ ирттерни, муниципаллă хваттерсене электричествăна шута илмелли приборсемпе тивĕçтерни çинчен каласа пачĕ. Район администрацийĕн капиталлă строительствăпа пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн специалист эксперчĕсем В.Г.Акчуринпа А.Р.Салмин кăçал нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерессин хăйне евĕр уйрăмлăхĕсем, çутта перекетлессин муниципаллă программи çинчен пĕлтерчĕç. Район прокуратури çутă перекетлесси çинчен калакан саккуна пурнăçланине контрольте тытать. Ку енĕпе тĕрĕслевсене малалла та тăсать.

В.НИКОЛАЕВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика