Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕç вырăнне çитмеллех

26 февраля 2014 г.

Фермăра тăрăшакансен, кирек мĕнле тытăмри хуçалăхра вăй хурсан та, ĕçĕ çăмăл пулман. Чĕлхесĕр янаварсене темĕнле çанталăкра та, уяв кунĕсенче те апатлантармалла. Унсăрăн продуктивлăх çинчен калаçмалли те çук. Çакна Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Комсомольскинче пурăнакан Зоя Александровна Читнаева ачаранах ăнланса ÿснĕ. Ара, амăшĕ, Валентина Тимофеевна Иванова, Чĕчкенти сĕт-çу ферминче тăрăшнă-çке. Шкултан таврăнсан ăна пулăшма сахал мар çÿренĕ. Ферма ĕçченĕн йывăрлăхĕсене пĕчĕкренех хăй куçĕпе курнă. 1960—70 çулсенчи ĕç условийĕсене паянхипе танлаштарма çук ĕнтĕ. Пурне те тенĕ пекех ал вăйĕпе пурнăçламалла пулнă. Вăл вăхăтсенче çамрăк Зоя тата вуншар çултан пурнăç çулĕ каллех ăна фермăна илсе çитерессе шутламан та пулĕ. 35 çул ытла суту-илÿ тытăмĕнче тăрăшнă хыççăн, тивĕçлĕ канăва кайсан, килте алă усса ларма шутламан вăл. «Дубовка» ОООри фермăра ĕçлеме пуçланă.

...Паянхи кун та ирхине ирех, 5 сехет çитичченех, фермăна çитрĕ вăл. Каçхи хурал ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн пăру пăхакансемпе, дояркăсемпе калаçса пĕрле ĕçе тытăнчĕ. Çапла 2010 çултанпа кашни кун тенĕ пек унăн фермăри ĕç кунĕ пуçланать. Тепĕр чухне яра кунах ферма территорийĕнче пулма тивет унăн. Ферма заведующийĕн ĕçĕ пĕрре пăхсан курăнмасть те пек. Выльăхсене апат паракансене кирлĕ кăтартусем пар, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстерес енĕпе тĕп зоотехникпа В.И.Мартыновăпа канашласа ил те ĕç пĕтет. Çиелтен пăхсан çапла пек туйăнать. Çамрăкранах ĕç çумне çыпçăнса ÿснĕскерĕн ун пек лăпланса ларма чунĕ чăтмасть. Ферма ĕçченĕсем ун аллинче тăтăшах сенĕк, кĕреçе е урăх ĕç хатĕрĕ кураççĕ. Зоя аппана апат панă, тислĕк тасатнă çĕрте те асăрхатăн.

...1969 çулта Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче 8 класс пĕтернĕ хыççăн хĕр Комсомольскинчи ДОСААФри сутуçăсен курсне вĕренме кĕрет. Ăна ăнăçлă пĕтерсен Зоя Александровнăн райпо системинчи ĕçĕ пуçланать те ĕнтĕ. Малтан Александровка ял Советне кĕрекен Комаровка, каярахпа Хырай Ĕнел ялĕсенче тăрăшать çамрăк сутуçă. 1974 çулта ăна районти юсавпа техника предприятийĕ çывăхĕнче вырнаçнă магазина яраççĕ. Шăпах çав çулсенче асăннă организаци аталаннă май хăйсен ĕçченĕсем валли çывăхри территоринче пурăнмалли çурт-йĕр хăпартма тытăнать. Вĕсем валли районти потребительсен обществин правленийĕ пайщиксемпе килĕшсе магазин уçнă пулнă. Унта З.Читнаева заведующире 2009 çулччен тăрăшнă. Вăл е ку ĕçре ĕçлесе пăхмасăрах хак пама юратакансем сутуçă ĕçне тепĕр чухне ним вырăнне те хумаççĕ. Мĕн йывăрри пур вĕсен, тавар туянма килекенрен укçа ил те ыйтнине парса яр. Кунĕпе прилавок умĕнче ура çинче тăнине, сивĕ вăхăтсенче бетон урай витĕмне тата ытти кăткăслăхсене никам та шута илмест. Чăвашсен каларăшĕнчи пек, çын аллинчи кукăль пысăк курăнать. Эпĕ Зоя Александровнăна капашсăр мухтама, ăна хакласа çÿле хăпартма тĕллев тытман. Çак кунсенче вăл çуралнăранпа 60 çул çитрĕ. Ĕмĕрĕпе ĕçлесе ырă ят çĕнсе илнĕ çын çинчен каласа парас килчĕ. Ырă ят терĕм те, унăн ман сăмаха çирĕплетекен Чăвашпотребсоюз, райпо, районти юсавпа техника предприятийĕ, «Сельхозтехника» парса чысланă Хисеп грамотисен, Тав хучĕсен, хаклă парнесен шучĕ те çук.

З.Читнаеван хĕрĕ те, Таня, пурнăçне суту-илÿпе çыхăнтарнă. Мăнукĕсем Славăпа Катя килсен кукамăшĕ чунтан савăнать. Вĕсенчен те сумлă юбилей ячĕпе ăшă саламсем илнине мĕн çиттĕр. Пĕрле ĕçлекенсем, тăван-хурăнташсем те ăна сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

...Зоя Александровна тепĕр чухне шухăша каять те, Комсомольски ялне Аслă Чурачăкран çуран е çул çинче тĕл пулакан грузовик кузовĕнче çÿренисене аса илет. Хваттере вырнаçиччен ирсерен тата каçхине чылай çул çÿреме тивнĕ унăн. Халĕ Комсомольскинчен Дубовка е Васильевка чарăнăва автобуспа çитет те çуран утать. Лайăх çанталăк пулсан кунти илемлĕ тавралăхпа кăмăлтан киленсе пырать вăл. Лÿшкекен çумăр çусан, асар-писер çил-тăман тухсан... Пурпĕрех ĕç вырăнне çитмелле.

Ю.ГАВРИЛОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика